Михаил Игнатьев: «Пирĕн, халăхăн сывлăхне сыхласа хăварассишĕн çеç мар, вĕсене çирĕплетессишĕн те тăрăшмалла»

Паян, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрсемпе яшсем, юниорсемпе тата юниороксем хушшинче самбăпа Тĕнче шайĕнчи первенствăра Болгарире иртнĕ эрнере çĕнсе илнĕ  Артем Щербаковпа тата Эдера Лаврентьевăпа тĕл пулнă. Тĕл пулу самантне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников, Пĕтĕм тĕнчери самбо федерацийĕн вице-президенчĕ Евгений Селиванов, республикăри Спорт министерствин «СДЮСШОР по самбо» ДОД Чăваш енри АУ директорĕ Сергей Малов,  чемпионсен тренерĕ Сергей Пегасов хутшăннă. Михаил Игнатьев ылтăн медале тивĕçнĕ спортсменсене Чăваш Енри спорт чысне çӳллĕ шайя çĕклеме пултарнишĕн чĕререн тав тунă. «Паллах, умра пысăк тĕллевсем, çĕнĕ çĕнтерӳсем. Шансах тăратăп, сирĕн ĕмĕтсем малалла та пурнăланасса», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев вице-президента Евгений Селиванова та спортăн çак тĕсне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Чăваш Енри Спорт министерствин самбăпа олимп резервĕсене хатĕрлекен  Шупашкар хулинчи Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тĕпрен çĕнетсе юсама палăртнине пĕлтернĕ. Тренерсене спортсменсене хатĕрленме кирлĕ пек условисем туса памаллине палăртнă. Спортсменсем çине пăхсан,  пурин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнас килсе тăрать. Вĕсем вăйлă та илемлĕ те. «Паян пирĕн халăхăн сывлăхне сыхласа хăвармалла çеç мар, ăна çирĕплетмелле те. Сывлăх – пирĕн обществăн тĕп пуянлăхĕ», - тенĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Евгений Селиванов çамрăк спортсменсем, вĕсемшĕн хĕпĕртекенсен аллисенче Чăваш Республикин Ялавне курсанах, тата та вăйлăрах хавхаланса кайнине пĕлтернĕ. «Шăпах çак симвăл вĕсене вăй-хăват кĕртсе, пысăк çитĕнӳ тума пулăшнă та ĕнтĕ», - тенĕ вице-президент.  Ăмăртусенче пирĕн ентешсемшĕн савăнакансем те Чăваш Республикинчен ултă çул каялла Болгарийе пурăнма куçнă юлташсем пулнă. Михаил Игнатьев вĕсене те тупса, пирĕн Чăваш Ен çыннисемшĕн чĕререн савăнса пурăннишĕн, тав тума Спорт министерствине хушса хăварнă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев  савăнăçлă лару-тăрура Артем Щербакова тата  Эдера Лаврентьевăна, вĕсен тренерне - Сергей Пегасова укçан преми илме май паракан сертификата парса чысланă.  



19 октября 2012
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter