Элĕк «Кулибинĕ» гран-при çĕнсе илнĕ

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» конкурс иртнĕ. Ăна Раççейĕн машина тăвакансен пĕрлĕхĕ, «Трактор тăвакансем» концерн йĕркеленĕ, Машина тăвакан кунне халалланă.

Куравра кăтартма 24 машина тăратнă. Пĕри - Владимир хулинчен, ытти - республикăран. Техника хатĕрĕсене ял хуçалăх техникине лайăх пĕлекен специалистсем, çав шутра концерн президенчĕ Михаил Болотин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владимир Гутенев, «МИКОНТ» компани конструкторĕсем, пахаланă.

Конкурс икĕ номинаципе иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче - тракторсем, иккĕмĕшĕнче кăкармалли агрегатсем кăтартнă. Маçтăрсене вăл е ку машинăна кирек хăш двигательпе, трансмиссипе ăсталама ирĕк панă.

Конкурсра палăрнисене уявра чысланă. Концернăн ятарлă парнине - 30 пин тенке - Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Мучикасси ялĕнчи Валерий Терентьев тивĕçнĕ. Вăл конкурсра хăй ăсталанă «Мини-150 К» трактора кăтартнă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăста ялти условисенчех тонна çурă таякан машина пухса çул çине кăларнă. «Волга» ГАЗ-3102 двигательне вырнаçтарнă трактор гидравликăпа ĕçлет, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем пур.



02 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter