Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Ялта пурăнакансен ăста шăнăрлă предпринимательсем пек вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма май паракан программăсемпе туллин усă курмалла»

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноç коплексĕн ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ ветерансене нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленишĕн, вĕсене пула Чăваш Енри ял хуçалăх пайĕ  вăйланса аталанса пыма пултарнишĕн тав тунă. Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков республикăри мĕн-пур ватăсен ячĕпе хăйсем, ветерансем, патне пысăк тимлĕх уйăрнишĕн чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă.Сăмаха май, юлашки çулсенче ял-хуçалăхĕ курăмлăнах вăйлă аталанса пынине палăртса хăварнă. Калăпăр: сĕт-çу, аш-какай, çăмарта, пахча-çимĕç туса илессипе те Раççей шайĕнче малтисен ретĕнче тăни куç кĕретех савăнтарать. Çапах та хăш-пĕр ветерансем ял-хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин шайĕ кăштах пĕчĕк пулнишĕн пăшăрханнине пĕлтернĕ. «Ял хуçалăх таварне туса кăларакансем валли патшалăх  тĕрлĕ йышши пулăшусем парса пулăшать. Предпринимательсен, вăхăтра пулăшусемпе усă курма çеç пĕлмелле. Çĕнĕ технологисене аталантарса пымалла. Вĕсенче тăрăшакансем те паллах вара пысăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тытăнĕç. Пĕтĕмпех хамăртан килет-ĕçлес текен çын валли паян пур услови те пур, хăйсен пысăк кăмăлĕ çеç пултăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Михаил Игнатьев.    



02 октября 2012
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter