Шупашкар хулинче TOYOTA дилер центрĕ уçăлнă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТрансТехСервис» компанийĕн TOYOTA центăрне уçнă çĕре хутшăннă. Çакнашкал центр пирĕн республика территорийĕнче Toyota машинăсене тĕрĕслесе тăракан тата сутакан пĕрремĕш центр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йышши машинăсемшĕн пирĕн хулара хăйне евĕр  йывăрлăхсем пулнине палăртнă. Енчен те машинăна юсав ĕçĕсем туса ирттерес пулсан е пачах та çĕнĕ машина туянас пулсан пирĕн çынсен-республикăра пурăнакансен, юнашар регионсене каймалла пулнă. «ТрансТехСервис» компанине çакăн пек капмар центр хута янишĕн (ăна çĕклесе лартма 220 миллион тенкĕлĕх тăкакланнă) республикăра пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç. Пĕтĕмпех автомашина туянас текенсем валли. «Чăваш Енре пурăнакансем хăйсене валли чаплă машинăсем туянас кăмăллисем чыллай. Вĕсен ĕмĕчĕсем туласса шанатпăр. Сире кун йышши пысăк центăр уçнишĕн тав тăватăп», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Раççейри «Тойота Моторăн» ООО вице-президенчĕ Фумитака Кавашима Шупашкарта çĕнĕ центăр уçни Атăлçи округĕнче  TOYOTA бизнесне аталанма пулăшнине палăртнă. Чăваш Республикинче Toyota машинăсем туянас текенсем те илнисем чыллайăн. Центр темĕнле пысăк клиента та тивĕçтерĕ, хальхи пурнăçпа тан килĕшсе тăрать. Çакнах «ТрансТехСервис» компанийĕн директорсен Канашĕн председателĕ Вячеслав Зубарев та çирĕплетнĕ. Пысăк хăнасем центрăн ĕçĕпе паллашнă. Паян кунта 94 çын тăрăшать. Вĕсен ĕç укçи 25 пин тенкĕпе танлашать. Компанийĕн пуласлăхĕ пысăк. Машинсем хăвăртах сутăнаççĕ. Михаил Игнатьев  «ТрансТехСервис» компани тӳрĕ кăмăллă пулнине, кĕске вăхăт хушшинче илнĕ çĕр лаптăкĕ çинче автомашина центăрне хута янине уççăнах палăртнă. «ТрансТехСервис» компанийĕн директорсен Канашĕн председателне Вячеслав Зубарева асăнмалăх республика Пуçлăхĕ ячĕпе Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ сехет парса чысланă.



02 октября 2012
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter