“Сывлăхлă пулăр, мăнукăрсемпе савăнса пурăнăр...”

Аслă ăру çыннисен кунне паллă тунă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансен юхăмĕн хастарĕсемпе, Чăваш Ен аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнă граждансемпе тĕл пулчĕ.

Чăваш Республикин Наци библиотекине ветерансем йышлăн пухăнчĕç.

“Самана улшăнăвне эсир лайăх ас тăватăр. Совет тапхăрĕ хыççăнхи вăхăта, реформăсене, рынок экономикине чăтăмлăн тÿссе ирттерме пултартăр. Йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçлерĕр, çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине кăлартăр. Кун-çулăр вăрăм пултăр сирĕн, сывă та таса çÿрĕр, мăнукăрсемпе савăнса пурăнăр. Тавах сире çирĕп кăмăлăршăн, ырă ĕçĕрсемшĕн”, - терĕ Михаил Игнатьев вĕсене паллă кун ячĕпе саламласа.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика çитĕнĕвĕсем ÿссе, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине уйрăммăн асăнчĕ.

Ирĕклĕ те кăмăллă лару-тăрура ватăсем хăйсене канăç паман ыйтусене хускатрĕç. Ленин районĕнчи ветерансене, сăмахран, 2-мĕш поликлиникăна 2 çул каялла хупни канăçсăрлантарать. Ватă çынсене Николаев космонавт урамĕнчи сыватмăша çитсе килме кансĕр. Пенсионерсем компьютер пĕлĕвне алла илнĕ май тухтăр йышăнăвне Интернет урлă кăна çырăнасшăн. Ачасене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене шкулсенче çамрăк педагогсем сахалли пăшăрхантарать. Вĕсен шухăшĕпе - пенси ÿсĕмне çитнĕ вĕрентекенсене кăларса ямашкăн васкамалла мар, хăйсен опытне вĕсем тин кăна ĕçлеме тытăннисене пама пултараççĕ. Вăрнарсем чирлесен сипленме е пурнăçран уйрăлнă çынна кастарма кÿршĕ районсенчи моргсене кайма тивнипе кăмăлсăрланаççĕ. Ашшĕсем ытти региона ĕçлесе илме чылай вăхăтлăха тухса кайсан ывăл-хĕрĕ вĕсен хÿтлĕхне туймасăр çитĕнни, Шупашкарти парксемпе вăрман тăрăхĕсенче тирпейсĕрлĕх хуçаланни тата ытти пирки те калаçрĕç ветерансен юхăмĕн хастарĕсем. Кашниех тулли хурав илме пултарчĕ: иккĕмĕш поликлиникăна çĕнетсе улăштарма палăртнă* тухтăр йышăнăвне Интернет урлă кăна мар, граждансем ыйтнине тивĕçтерсе пĕрлехи телефонпа çырăнмалли меле те сыхласа хăварнă* тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ çынна пенсие ирĕксĕрлесе ямаççĕ: пултарулăхĕ пур, вăй-халĕ чакман - ĕçлетĕр, обществăна усă кÿтĕр* Вăрнарта морг çуртне тума хатĕрленеççĕ, чирлисене ытти районти сыватмăша специализациленĕ пулăшупа тивĕçтерме кăна яраççĕ* ĕçсĕрлĕх шайĕ чакса пырать - апла тăк ашшĕсен хамăр хутлăхрах вырнаçас шанăç ÿссе пырать...

Тĕл пулăва хутшăннисем çакăн пек мероприятисем йĕркелесе чуна уçса калаçни патшалăх влаçне шанас-ĕненес туйăма çирĕплетнине пĕлтерчĕç.

Ĕнерех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламларĕ. «Эсир çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартса хăвăрăн вăй-халăра, сывлăхăра шеллемесĕр производствăра тăрăшса ĕçленĕ. Сирĕн пурнăç опычĕ пысăк», - терĕ. Пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене уççăн калама сĕнчĕ, вĕсене пĕрле татса пама пулчĕ. Михаил Васильевич ватăсен кашни сăмахне тимлĕ итлерĕ.

Пенсионер-аграрниксен интересĕсене хÿтĕлес, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшас, ял хуçалăхне аталанма витĕм кÿрес тĕллевпе кăçал çуркунне АПК ветеранĕсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи Василий Шадриков организаци ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Петр Ивантаев çумпредседатель çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕ.

Ялта инфратытăм туса хунăран пурăнма халĕ хăтлă. Шел те, тивĕçтерекен шалу илмелĕх производство çук. Юлашки 15-20 çулта çеç ĕç вăйĕ 5 хут чакнă. Выльăх йышĕ сахалланнă. Сĕт хакĕ йÿнĕ пулни те пăшăрхантарать.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сĕт енчен лару-тăру кăçал кăштах лайăхланнине, ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн субсиди уйăрнине, вăл халăх патне çитнине пĕлтерчĕ.

Республикăри пĕтĕм лавккари хаксемпе кăсăкланма, улталаççĕ пулсан йĕрке тума шантарчĕ республика Пуçлăхĕ.

Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2012
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter