Хула-ял хĕле хатĕр

ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви республикăри МИХ ĕçченĕсемпе «2012-2013 çулсенче кĕркуннепе хĕлле хутса ăшăтмалли сезон уйрăмлăхĕсем» темăпа пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна Владимир Громов министр ертсе пычĕ.

Хутса ăшăтмалли сезона епле хатĕрленни çинчен министр çумĕ Олег Марков каласа кăтартрĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕç РФ энергетика министрĕн хушăвĕпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çак тĕллевпе хĕл каçипе 1 млрд та 200 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Паянхи кун республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене 127 организаци тытса тăрать.

Топливо-энергетика комплексĕпе çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем планпа пăхнă мĕн пур мероприятие вĕçлесе пыраççĕ. Аварие вăхăтра сирме ятарлă бригада хатĕрленĕ, авари-диспетчер служби ĕçлет. Котельнăйсем, оборудованисем 99% хатĕр. Тулашри ăшă сечĕсене 854 çухрăм хывнă. Пăрăхсен сетьне ăшă çÿретме 100 проценчĕпех хатĕрлесе çитернĕ. ÇКХ предприятийĕсем мазут - 100%, çĕр кăмрăкĕ 112% хатĕрленĕ.

Республикăри ÇКХн хăш-пĕр организацийĕ топливăшăн, электроэнергишĕн парăмлă. Кăçал электроэнергипе усă курнăшăн парăм çу-çурла уйăхĕсенче 37% чакнă, çут çанталăк газĕшĕн - 40%. Парăмпа татăлас ыйтăва патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тăтăш тĕрĕслеççĕ, кашни эрнере мониторинг ирттереççĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен - хула-ял хĕле хатĕр», - пĕтĕмлетрĕ Олег Иванович.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă пулăшу кÿмелли çĕнĕ правилăсемпе ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин паллаштарчĕ. Хăш-пĕр муниципалитет пĕрлĕхĕ йĕркене пăхăнасшăн мар. Инспекци прокуратурăпа пĕрле тĕрĕслев ирттерет. Çу каçипе управляющи компанисен 62 директорне административлă йĕркепе явап тыттарнă. Хăшĕсем халăхран укçа «тĕрĕс мар» сăптăрса ресурспа тивĕçтерекен организацисене /РТО/ йăлт куçармаççĕ. Ытларах юлнипе хăйсем пĕлнĕ пек усă кураççĕ.

Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче управляющи компанисем халăхпа япăх ĕçлеççĕ. Хваттерсенче пурăнакансене укçа вăхăтра тÿлеттерменрен компанисем РТОсен умĕнче 50% ытла парăма кĕнĕ. Чăваш Енри 52-шĕ тÿлевпе 2,5 уйăх юлса пыраççĕ.

Чăваш Енри Конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăннăшăн хаксем хăпарасса пĕлтерчĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕсем 9% ÿснĕ, ку хутĕнче 10,4% пулĕ. Квитанцире хваттерсен тулашĕнчи /подъездшăн/ тăкак тÿлевне уйрăм йĕркере палăртĕç.

«Çуртсене хăçан ăшă парĕç?» - кăсăкланчĕç журналистсем. Ку йăлтах çанталăкран килет иккен. Сывлăшри вăтам температура 5 кун хушши 8 градусран сахалрах тăрсан çуртсене хутма тытăнаççĕ. Çуркунне - пачах урăхла, температура 5 кун хушши 8 градусран ытларах пулсан - ăшă пама чараççĕ. (Валентин Григорьев)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2012
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter