Йышăнусене пурнăçламалла

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 596-606-мĕш указĕсенче палăртнă хушусене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассине йĕркеленин ыйтăвĕсене халалланă видеоконференцие хутшăннă.

Ăна Раççей Президенчĕн округри полпречĕн çумĕ Алексей Сухов ирттернĕ. Вăл указсене пурнăçлама округри хăш-пĕр субъектра ĕç ушкăнĕсем йĕркелеменнине палăртнă. Ултă регионта, çав шутра Чăваш Енре çак ушкăнсене субъектсен пуçлăхĕсем ертсе пыраççĕ. «Çакă вĕсем Президент указĕсене пурнăçлассине тĕпе хунине кăтартать», - тенĕ полпред çумĕ.

Чăваш Ен указсенчи хушусене пурнăçланин кăтартăвĕсем пирки палăртнă вăхăтра тулли пĕтĕмлетÿсем панă ултă регион шутне кĕнĕ. Раççей Президенчĕн виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесене уйăхсерен укçа тÿлессипе çыхăннă указĕнчи сĕнÿсене çирĕплетнĕ вăхăтра çичĕ регионта пурнăçланă, çав шутра - Чăваш Енре те.

Александр Иванов палăртнă тăрăх - республика Пуçлăхĕ асăннă ыйтупа указсем кăларнă, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесем уйăхсерен тÿлев илеççĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн 606-мĕш указĕнче ачисене воспитани паракан хĕрарăмсене ĕçлемелли, вĕренмелли условисем туса пама палăртнă мерăсем те йышăннă. Чăваш Енри виççĕ тултарман ачаллă 1074 хĕрарăмран кăçал 348-шне халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем ĕçе вырнаçтарнă. 2012 çулта 350 хĕрарăма республика бюджечĕн шучĕпе профессисене вĕрентме палăртнă.

Чăваш Енĕн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн инвалид ачаллă 12 тата нумай ачаллă 28 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Республикăн çитес çулсем валли хатĕрлекен бюджечĕн проектĕнче виççĕ тултарман ачисене пăхмалли отпускри хĕрарăмсене профессисене вĕрентмешкĕн укçа уйăрассине палăртнă.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2012
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter