Поликлиникăсем, çулсем...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Шупашкар хулин сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене 2020 çулччен аталантармалли малашлăх çинчен каласа панă. Халăх медпулăшупа усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе лаптăкĕ 5,2 пин тăваткал метрпа танлашакан поликлиника тăвасшăн. Вăл Мускав проспектĕнче, Диагностика центрĕн çумĕнче, пулмалла. Çавăн пекех Ленин проспектĕнче 5,1 пин тăваткал метрлă нумай профильлĕ поликлиника уçни вырăнлă. Михаил Игнатьев çак ыйтусене тишкерме, объектсене тума пуçличчен халăхпа сÿтсе явма сĕннĕ.

Республикăн Çул-йĕр фондне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе вице-премьер - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх - уйăрнă укçапа вăхăтра усă кураççĕ. Чăн та, хăш-пĕр районта муниципалитет саккасĕсене вырнаçтармалли аукционсене ирттерес енĕпе чăрмавсем пулнă, çавна май çулсем çинчи ĕçсем те тăсăлса кайнă. Михаил Игнатьев уйăрнă укçапа туллин тата тухăçлă усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă май строительство организацийĕсене хистеме хушнă, бюджет укçипе халăхшăн усă курмалли, строительство технологийĕсене пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă.

Физкультурăпа спорт комплексĕсемпе тухăçлă усă курас ыйтупа спорт министрĕ Сергей Мельников сăмах илнĕ. Хальхи вăхăтра федераци тата республика бюджечĕсен шучĕпе çĕнĕ спорт сооруженийĕсем тăвас, киввисене реконструкцилес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Республикăра пурăнакансене спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтерме çирĕплетнĕ нормативсемпе килĕшÿллĕн çак кăтарту Чăваш Енре 39,2% танлашать /Атăлçи округĕнче - 27,9, Раççейре - 24,5%/.

Çĕнĕ йышши 24 ФСК тунă тата вĕсемпе туллин усă курнă май спортпа туслисен йышне те ÿстерме пултарнă, ку енĕпе те пирĕн кăтартусем Раççейринчен, округринчен пысăкрах. Çав комплекссемпе спорт шкулĕсене пĕрлештерни управлени персоналĕн йышне пĕчĕклетсе тăкаксене чакарма май панă, перекетленĕ укçапа вĕренÿпе тренировка ĕçĕ валли усă кураççĕ, çакă та ачасене спортпа туслаштарма пулăшать.

Ку енĕпе Çĕрпÿ, Пăрачкав, Шупашкар, Элĕк, Красноармейски районĕсенче, Улатăр, Канаш хулисенче лайăх ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах Улатăр, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсен тата Çĕмĕрле хулин спорт шкулĕсем комплекссенче вĕренÿпе тренировка занятийĕсем йĕркелес енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. «Налук тÿлекенсен укçипе çĕкленĕ объектсемпе тухăçлă усă курмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене аса илтернĕ: массăллă спорт, уйрăмах ачасемпе çамрăксен спорчĕ çĕр-шывăн спорт пурнăçĕн никĕсĕ пулса тăрать. Михаил Игнатьев сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем ФСКсене çÿренĕшĕн бюджетран тÿлессине тишкерме хушнă.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ Шупашкар влаçĕсене тĕп хулари А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра планетари тумалли майсене тĕпчеме хушу панă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2012
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter