«Патшалăхпа ан шÿтлĕр!»

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта вăрман фончĕн çĕрĕсен арендаторĕсен тата вăрманпа усă куракансен федераци, республика бюджечĕ умĕнчи арендăпа çыхăннă тата ытти тÿлевĕн парăмĕсене чакармалли мерăсене сÿтсе явнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пĕлтернĕ тăрăх - аренда килĕшĕвĕсене тĕпе хурса 45,87 пин гектар вăрман лаптăкĕсене 467 арендатора, ялан усă курмалли ирĕк никĕсĕ çинче патшалăхăн тата муниципалитетсен 11 учрежденине панă. Хальхи вăхăтра 29 арендатор /пĕтĕм йышăн 5%/ тÿлевсене вăхăтра татмасть. Чи пысăк парăмсем - Мускав облаçĕнчи «Вăрман промышленноçĕн компанийĕ» ООО /15,4 млн тенкĕ/, Улатăр районĕнчи А.Марушин предприниматель /6,14 млн/, Патăрьел районĕнчи «Агролес» ООО /8,23 млн/.

Хальхи вăхăтра республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви суд органĕсене 46 тавăç тăратнă. Вĕсен пĕр пайне суд тивĕçтернĕ, ыттисемпе парăма шыраса илес енĕпе ĕçлеççĕ.

Çав вăхăтрах министерство тÿлевсене вăхăтра хывман виçĕ арендаторпа кăна килĕшÿсене татнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕншĕн çапла пулса тухнипе кăсăкланнă. Муркаш районĕнчи çакнашкал тĕслĕхе аса илтернĕ: унта муниципалитет çĕрĕпе усă курнăшăн тÿлемелли парăм кăçалхи çурла уйăхĕ тĕлне 8,5 млн тенке çитнĕ, анчах пĕр арендаторпа та килĕшÿсене пăрахăçламан. Иван Исаев унчченхи министр, Сергей Дринев, вăхăтĕнче тунă килĕшÿсенче ĕçе кăткăслатакан положенисем пурри пирки каланă. Михаил Игнатьев юридици ĕçне вăйлатма сĕннĕ. Вăл парăмсем çине алă сулакан предпринимательсемпе организацисен представителĕсене «патшалăхпа шÿтлеме юраманни» çинчен асăрхаттарнă, хăйсем çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçламаллине аса илтернĕ.

Ларури калаçăва тĕпе хурса вице-премьера - финанс министрне Михаил Ноздрякова пĕр уйăхра аренда тÿлевĕ енĕпе парăмлисене палăртса Çĕр лаптăкĕсемпе усă курнин реестрне хатĕрлеме хушнă.

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2012
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter