Каçал Ен районĕ: курав малалла пырать

Районта иртекен «Фантазия» ал ĕç куравĕ малалла пырать. Аса илтеретпĕр, ăмăртуллă курав çулталăк пуçламă-шĕнчех ĕçлеме пуçланă. Ăна районти «Çĕр тата çынсем» музейĕн курав залĕнче ирттеретпĕр. Кунта кашни ял тăрăхĕ хăйĕн ăстисен ĕçĕсене тăратать. Сентябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи ăстасен ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен графикпа килĕшÿллĕн Кайнлăк ял тăрăхĕн куравĕ ĕçе пикенчĕ. Çак ялсенче çынсем ăста та маттур иккен. Кураври ĕçсем илемлĕ те тĕрлĕ енлĕ. А.Г.Кузьмин йывăçран тĕрлĕ япаласем касма ăста. Хăйĕн ăсталăхĕпе О.Ефремова, А.Афанасьева, Г.Зайцева çамрăксене паллаштараççĕ. Альбина Валерьевна тата Анна Алексеевна Филипповасем вĕтĕ шăрçаран картинăсем тĕрлеççĕ. М.Д.Максимова вара кивĕ япаласенчен çемçе теттесем, юмахри персонажсем ăсталать. С.В. Ефимова пуканесем валли тумсем çыхса хатĕрлет. И.А.Крылован оригами меслечĕпе хатĕрленĕ япалисем те питĕ илемлĕ пулса тухнă. Курава тата ытти ăстасем те хутшăннă. Йывăçран касса хатĕрленĕ япаласем, çемçе теттесем, бисертан тĕрленĕ картинăсем, хÿхĕм пуканесем курава илем кÿчĕç.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче курава малалла Урмаел ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсрĕç. Шкулта вĕренекенсен ĕçĕсем, тутар тĕррисем, çыхнă япаласем курава илем кÿреççĕ. Унпа паллашма кăмăл тăвакансене, илемлĕхе юратакансене районти музее кĕтетпĕр. Вăл ноябрĕн 4-мĕшĕччен ĕçлет, малалла курава Комсомольски ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсĕç.



22 октября 2012
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter