Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн Шăнкăртам салинче «Сандугач» (Шăпчăк) ятлă çĕнĕ ача садне уçнă çĕре хутшăннă

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн Шăнкăртам салинче «Сандугач» (Шăпчăк)  çĕнĕ ача садне уçнă çĕре хутшăннă. Пĕр харăсах ача садне 186 шăпăрлан çӳреме пултарать. Пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев республикăра патшалăхăн политики - çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси,шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтересси, - тенĕ. Кăçалхи çул çак садик 5-мĕш шутланать. Çулталăк вĕçлениччен тата та çакăн чухлĕ хута яма палăртнă. «Юлашки 20 çул хушшинче, пĕрремĕш хут пĕлтĕртен пуçласа ача сачĕсене хута яма тытăннă. Çулталăк çурă хушшинче виçĕ çула çитмен ачасене пурне те садикпе тивĕçтерме палăртнă. 2015 çулăн авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне çулталăк çурăна çитнĕ ачасене пĕтĕмпех ача сачĕсемпе тивĕçтермелле. Хамăр çине илнĕ яваплăхсене вăхăтра пурнăçлама шантаратпăр», - çирĕппĕн палăртнă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ  ача сачĕн ертӳçине Фердани Ахмадеевăна садикре хушма вырăнсем йĕркелесе хута яма 350 пин тенкĕ укçа илме çирĕплетекен свидетельство парса чысланă. Патăрьел районĕнчи «Булат»  ООО инженер-строительне Алимов Джевдят Назиповича нумай çул тӳрĕ кăмăлпа строительство тытăмĕнче вăй хурса ĕçленĕшĕн, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята панă. Пухăннисене ытти сумлă хăнасем те саламланă. Ача сачĕ Патăрьел районĕнче кăçалхи çул çĕнĕрен хута янисенчен – иккĕмĕш шутланать. Çĕнĕ садикре пепкесем валли пĕтĕмпех мĕн кирли çителĕклĕ таран. Тĕплĕнрех



22 октября 2012
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter