Калининăри вăтам шкулти кадет класĕ Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă

Калининăри вăтам шкулти кадет класĕ Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрăсен смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ячĕпе марш» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Тÿрех каламалла, çĕршыв шайĕпе 4-мĕш хут иртекен конкурса чăвашсенчен калининăсем пĕрремĕш хут хутшăнчĕç, хăйсемшĕн сумлă пĕрремĕш конкурсра ял ачисем Мускав шкулĕсен вун тăватă тата регионсенчи вун ултă командинчен те чи маттуррисем пулнине çирĕплетрĕç.

Халĕ ачасен чунĕсем çĕкленÿллĕ кăмăлпа тулнă. Анчах та çĕнтерÿçĕ Кубокĕшĕн вĕсем мĕн чухлĕ вăй хывнине хăйсем кăна аван пĕлеççĕ.

– Раççей тени пире çав тери хăратрĕ. Пĕтĕмпе 30 команда, вĕсем хушшинче – çĕршывра чап илнисем те. Çакă пире тата та вăйлăрах хатĕрленме, малалла ăнтăлма хистерĕ, – пытармарĕ шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

Юлашки икĕ эрнере ачасен кану вăхăчĕ пулман тесен те тĕрĕс – кашни тăхтавра, кашни пушă вăхăтра конкурс хăнăхăвĕсене çирĕплетнĕ вĕсем. Лев Ефимовпа Галина Лукина преподавательсен те ĕç кунĕ каçхи 5–6 сехетчен тăсăлнă. Урăхла май çук – 9-мĕш хыççăн кадет класĕнчен кайнă ачасем вырăнне çĕннисем килнисене те вĕрентсе çитермелле-çке!

Пултарчĕç! Ял ачисем – Калининăран çеç мар, Хăмăшран, Вăрманкасран, Шĕнер Ишекрен, Чăрăшкас Мăратран, Кăкшăмран, Чăрăшкас Хирлепрен – Мускав таран чăваш ятне çĕклерĕç.

Дима Леонтьевăн, Совет Союзĕн Геройĕн Анатолий Александрович Ивановăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕн, акă, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе чи лайăх результат – 16 çеккунт. Отряд командирĕн Дина Павлован – 22 çеккунт. Ку конкурсра команда чысне çавăн пекех Дима Константинов, Алеша Константинов тата Маша Яковлева та тивĕçлĕ хÿтĕленĕ.

Раççей историйĕпе çыхăннă ыйтусене калининăсем пурте – Дима Леонтьев, Дина Павлова, Мария Яковлева, Александр Ананьев тата Федор Афанасьев – «5Ç»-лăх хуравланă. Каллех пуринчен лайăх! Конкурса кĕртнĕ 75 тата регионпа çыхăннă хушма 15 ыйтăва кадетсем çул çинче те шĕкĕлчесе пынă. Анчах... «Тен, пилĕксĕмĕре те ыйтусем 1812 çулхи Отечествăлла вăрçăпа лекеççĕ. Пирĕн вара ăна регионпа çыхăнтарма икĕ хурав кăна», – пăшăрханнă ачасем. Яланхиллех калининăсене ентешĕмĕр, ку шкултан вĕренсе тухнă запасри полковник Валерий Павлович Кошкин пулăшнă, телефонпа çав тери хаклă фактсене пĕлтернĕ.

Калининăсен строй смотрĕ чăваш Гимнĕпе пуçланнă, чăваш, шкул Ялавĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшнĕ май шукăль костюмлă кадетсен çавринчен чăваш тумне тăхăннă Мария Федорова çăкăр-тăварпа акăш евĕр «ишсе» тухнă. Илемлетнĕ çавра çăкăрне шкулта пĕçернĕ, наци тумĕ – шкулти конкурса çĕнтернĕскер.

Бал ташши Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артистки Людмила Николаевна Нянина пулăшнипе çуралнă. Конкурсра каллех – чи лайăххисенчен пĕри!

Ачасене кунтан та ытла Мускавра хăйсене мĕнле кĕтсе илни тĕлĕнтернĕ. Вăрнар тăрăхĕнчен, Чăваш енрен тухнă çар çыннисем – Вячеслав Ильин, Александр Шашков, Сергей Исаков, Константин Демидов, Анатолий Крылов, Валерий Дмитриев, Владимир Борисов, Александр Мясников, Николай Лысов, Анатолий Волков воин-интернационалист – пĕртăван Знаменскисен ячĕллĕ Олимп центрĕнче ачасемшĕн мĕн конкурс вĕçленичченех «чирленĕ». Пуринчен ытла – ентешĕмĕр, «Байконур» космодром ветеранĕ Эрик Васильевич Васильев. Унăн тата запасри офицерсен сĕнĕвĕсем çамрăк кадетсене питĕ пулăшнă.

– Мĕн тери этемлĕх, çынна, ачасене юратни, вĕсене çын тăвас тени сисĕнет çак çынра. Чăн-чăн чăваш юманĕ, – терĕ Э.Васильев пирки шкул директорĕ.

Кадетсен «Патриот» отрячĕшĕн ку Раççей шайĕнчи пĕрремĕш конкурс çеç мар, Мускаври пĕрремĕш çул çÿрев те. Экскурсовод вырăнĕнче ачасен чăн-чăн юлташĕ Эрик Васильевич пулнă, вăл тусĕсене кашни паллă вырăнтах чылай интересли каласа кăтартнă. Тепĕр ентешĕмĕр Раççей Федерацийĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕн заместителĕ Анатолий Иванович Григорьев пур ачана та Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Мускаври конкурс хыççăн кадет класĕ хăй те «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО-н директорĕ Николай Аливанов, Калинино райпо председателĕ Венера Николаева, «Вурнарыдорстрой» директорĕ Ольга Куликова, Шупашкарти «Тус» АХО-н ертÿçи Николай Угаслов, «Попутчик» ТМЯО директорĕ Александр Петров, «Хлебороб» ТМЯО ертÿçи Николай Юркин, «Вурнарыхмель» директорĕ Владислав Иванов тата ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Илья Арбузов ячĕпе Тав хучĕсем çырнă. Вĕсем Мускава кайма укçапа пулăшнă.

Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннă ытти командăсем те чăваш ачисене нумайлăха асра тытĕç. Аякри хуласене вĕсем çĕнтерÿçĕсем парнеленĕ чăваш символикиллĕ парнесене илсе кайнă.

Мускавран таврăннă хыççăнах шкул савăнăçлă линейкăна пухăннă. «Шкулăн пĕр тĕллев – ача-пăча çирĕп сывлăхлă, анлă тавракурăмлă ăру çитĕнтересси. Шкултан кашни ача чăн-чăн çын пулса тухтăр, çĕршыва юрăхлă пултăр. Çакнашкал юхăмсем йĕркелени, конкурссене хутшăнни вĕсенче уйрăмах патриотлăх туйăмне вăйлă ÿстерет», – палăртрĕ Татьяна Павловна Ефимова.



22 октября 2012
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter