Михаил Игнатьев отрасльсен геоинформаци тытăмне туса хумалли мерăсем çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ
Паян, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма пуçличчин «Чăваш Республикинче отрасльсем хушшинчи комплекслă геоинформациллĕ системăсен виçисене йĕркелесси çинчен калакан» Указа алă пусса çирĕплетнĕ хыпара пĕлтернĕ. Палăртнă ĕç хучĕ ведомствăсем хушшинче пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ĕçлеме, патшалăх та муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа тата та ытларах курăмлăн витĕм кӳме пулăшасса шантарать. «Потенциаллă инвесторсене республикăри инфратытăм, çĕрсем çинчен вăхăтра, тĕрĕс объективлă хыпарсем кирлĕ. Çавна пула та пирĕн пĕтĕмпех информаци технологийĕсене аталантарма тăрăшмалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2012-мĕш çулăн 9 уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, промышленноç производствин индексĕ 2012 çулта 9 уйăх хушшинче 112,8% танлашнă. Чăваш Ен çак кăтартупа ПФО регионсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кашни уйăхра вăтамран шутласа палăртнă ĕç укçи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 16431,3 тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 17,1% ÿснĕ. Çав вăхăтрах, ĕç укçи тӳлессипе парăмсем çав-çавах пысăк пулнине палăртнă. Ку енĕпе республика Пуçлăхĕ ятарлă министерствăсене çине тăрса ĕçлеме кирлине асăрхаттарса хăварнă. «Парăм пур предприяти ертӳçисен, кирлĕ пулсан, хăйсен хаклă пурлăхĕсене - машинисене сутса е тата ытти майпа, тӳлесе татчĕр ĕç укçисен парăмĕсене - халăхсенне», - çирĕппĕн асăрхаттарнă Пуçлăх. Канашлура Чăваш Республикинчи таварсен хакĕсене, пахалăхне тата ытти условисене тĕрĕслесех тăма, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен предпринимательсене яваплăх тыттарма, таса чунлисене май килнĕ таран тата та ытларах аталанса пыма пулăшмаллине палăртнă Михаил Игнатьев. Канашлура «Пултаруллă ачасен Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци шкул-интерначĕ» вĕрентÿ учрежденине туса хурас ыйтăва тишкернĕ. Унăн концепцине халăхпа сÿтсе яваççĕ, раштав уйăхĕнче йышăнасшăн. Канашлăвăн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» управляющий компанийĕн ĕç-хĕлне тишкернĕ. Вĕсене пула, паянхи кун, 20 хваттер те ăшă çук. Кун йĕркинчи пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.