Елчĕк районĕ: Раççей историйĕ, паянхи пурнăç

Кăçал, Раççей историйĕн çулталăкĕнче, пирĕн район паллă событисемпе пуян: района йĕркелени 85 çул, район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 80 çул. Çавăн пекех хаçатра вăй хунă ĕçтешĕмĕрсен юбилейĕсемпе те йышлă çак çул. Вĕсенчен пĕри - "Колхоз ялавĕ" хаçат коллективне ертсе пынă журналист, Патреккелте çуралса ỹснĕ, унтах пурăннă Александр Георгиевич Миллин (псевдонимĕ - А.Алгер) пурăннă пулсан кăçалхи раштав уйăхĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Район хаçачĕн ĕçĕнче паллă йĕр хăварнă журналист, писатель ячĕпе "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ тата А.Г.Миллин çемйи вулакансем хушшинче пултарулăх конкурсĕ йĕркелеççĕ. Конкурс тăватă жанрпа иртет: калав, очерк, тĕрленчĕк, фельетон. Кашнийĕ хăйĕн жанрне тивĕçтермелле. Калавсемпе очерксем машинкăпа çапнă тăватă страницăран, тĕрленчĕксемпе фельетонсем икĕ страницăран пысăк пулмалла мар. Калавсемпе фельетонсен темисем ирĕклĕ, очерксемпе тĕрленчĕксенче - районăн пултаруллă çыннисем, Раççей, район, ял, хаçат историйĕ, аталанăвĕ тата ытти те. Чи лайăх ĕçсем "Елчĕк ен" хаçатра пичетленеççĕ. Мала тухакансене дипломсем, кашни номинаципе виçшер преми (1пин, 700 тата 500 тенкĕ) кĕтеççĕ. Конкурса кашни вулакан хутшăнма пултарать. Хаçат редакцине ярса паракансен материалсене "Конкурс - 2012 çул" ятпа палăртмалла. Ĕçсене раштав уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс итогĕсене А.Г.Миллин çуралнă кунĕ тĕлне (раштав уйăхĕн 28-мĕшĕ) пĕтĕмлетеççĕ.



22 октября 2012
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter