Шăмăршă районĕ: никĕсĕ çирĕп пултăр

Урамсенче капмар та илемлĕ çуртсем çĕкленнине курсан чун савăнать. Çакă ялта мал ĕмĕтлĕ çынсем пуррине систерет. Апла пулсан ял пĕтмест, вăл çĕнелсе, аталанса пырать. Пуянкассинче çĕнĕ çуртсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Çынсем пĕринчен тепри хăтлă та илемлĕ çуртсем тăваççĕ. Паллах, çĕнĕ тăвасси çăмăл ĕç мар, нумай тертленме тивет. Чăваш вара йывăрлăх умĕнче нихăçан та пуç усмасть. Акă юлашки 10-15 çул хушшинче Пуянкассине пырса кĕрекен урамра миçе çĕнĕ çурт çĕкленчĕ. Кăçал вара тата иккĕ хутшăнчĕ. Пĕрне – Андреевсем, теприне Петровсем купаласа хăпартрĕç. Пĕрремĕшсем кăçал пурăнма кĕреççĕ, ăшă пăрăхĕсене вырнаçтарнă, газ кĕртнĕ, иккĕмĕшсен те ĕçе вĕçне çитериччен тар тăкмаллли нумаях юлмарĕ.

Алексейпе Татьяна Петровсем Кахăрлă Шăхалĕнчен куçаççĕ. Хăйсен йăвине çавăрас ĕмĕтлĕскерсем, пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ пухса строительство материалĕсем илнĕ. Хăйсем те тăрăшаççĕ, вĕсене ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçлакан ĕç яланах ăнăçлă пулать.

Стройка ĕçĕсене пурнăçлама Петровсем "Çамрăк çемье" программăна хутшăнса укçа-тенкĕ илнĕ, унсăр пуçне кредит та илме тÿр килнĕ. Ытти çăл куçсенче те нухрат шыраççĕ вĕсем. Акă, миçемĕш çул ĕнтĕ, вĕсем çĕр улми çитĕнтерсе сутаççĕ. Паллах, Алексейпе Татьяна хăйсем те ĕçлеççĕ.

Арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче çурт тумалла, йывăç лартмалла, ывăл çитĕнтермелле, теççĕ. Алексей çакна туллин пурнăçлама тăрăшать. Илюшăпа Арсений ывăлсем пур, çурт пулать, йывăçĕ те кашлама пуçлĕ.



22 октября 2012
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter