Вăрнар районĕ: роботсем вĕренÿре пулăшĕç

Çак эрнере Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта çĕнĕ техникăна алла илме тытăнчĕç – роботсем, «Техника тата физика» комплектсем, экохула ачасенче чăннипех те «Эйнштейн пултарулăхне» вăратĕç. Пĕр пăхсан çĕнĕ техникăна тетте теме те пулать, шкулта вĕренекенсем конструктор пуçтарас вăхăтран тухнă тейĕç. Анчах та детальсенчен пуçтарнă машина палăртнă программăна пурнăçлама тытăнсан ку техникăн ăслăлăхĕнчен чăннипех тĕлĕнĕн. Робота ĕçлеттернĕ, ăна тĕрлĕ ĕçсем хушнă май ачасен тавракурăмĕ те ÿсет, юлташĕсемпе хутшăнăвĕ çирĕпленет, вĕсен калаçу мелĕ те анлăланать. Чăннипе, вăйă мелĕпе вĕрентесси – ку тытăмра çĕнĕлĕх мар. Чылай шкулта вăйă мелĕпе информатика урокĕсенче тухăçлă усă кураççĕ. Паллах, икĕ çĕнĕлĕх хушшинче уйрăмлăх пур: компьютер вăййисем виртуаллă майпа пурнăçланаççĕ, роботехника вара куç умĕнче ĕçлет. Çĕнĕ техникăн программа ăнăçăвĕ чи малтанах ăна тĕрĕс хатĕрленинчен килет. Çавăнпа та ачасен физика саккунĕсене тĕплĕнрех вĕренме, тĕпчев енĕпе ытларах ĕçлеме тивет. Робота тетте тени тĕрĕсех те пулмĕ. Ун «ăш-чикне» çав тери ăслă «органсемпе» çирĕплетнĕ: унра çутă, сасă, çул вăрăмăшне палăртакан ультрасаслă датчиксем вырнаçтарнă, тĕссен анализаторĕпе çыхăнтарнă. Ку çеç те мар, роботăн процессорĕ хальхи вăхăтри физика программисене те пурнăçлама пултарать. Вăрнарти 2-мĕш шкулти физиксемпе информатиксем халĕ çĕнĕ техникăн «пултараслăхне» туллин тĕпчеççĕ. Ачасемшĕн уйрăмах кăсăклă – роботехникăпа паллашма, ăна хăш-пĕр çăмăлтарах ĕçсене хушма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вĕсем.



22 октября 2012
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter