«Районăн вăй-хăвачĕ пысăк...»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районне ĕçлĕ визитпа çитнин сăлтавне пытармарĕ: Михаил Васильевичпа пĕрле çав кун Кÿкеçре Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков, Чăваш Республикин конкурент политикипе тариф патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи - тĕп патшалăх санитари врачĕ Надежда Луговская, яваплă ытти çын пулчĕç. Делегаци малтанах Совет урамĕнчи патшалăх тытăмĕнчи, ведомствăсен тата уйрăм çынсен лавккисен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, таварсен ассортименчĕпе, пахалăхĕпе, хакĕпе кăсăкланчĕ. «Сахарок», «Телец», «Магнит», «Рубль-бум» супермаркетсемпе юнашарах Ишлей райповĕн, «Чăваш бройлерĕ» АУОн, Чăвашпотребсоюзăн, уйрăм çынсен «Иволга», «Теттесем», «Кĕнекесем» лавккисем урамăн икĕ енĕпе шăкăрин вырнаçнă. Конкуренци чăннипех пысăк, хакĕ те туянакансене тивĕçтерет.

Михаил Васильевич Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Чăваш бройлерĕн» пахалăхлă апат-çимĕçĕпе кăмăллă юлчĕ, уйрăм çыннăн эрех лавккинче республикăри эрех-сăра çуккине, «Саха­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­рокра» вара хамăр тăрăхри пахча çи­мĕç, сĕт юр-варĕ çителĕк­­­­­­­­­­­­­сĕр­­­­­­­­рине тÿрех асăрхарĕ. Хăш-пĕр лавкка хуçи тара илнĕ пÿлĕмсене шалтан хăтлăлатнă-ха, анчах çурт фасачĕн килпетсĕр­­лĕ­х­не пĕтересшĕн мар. Пур çĕрте те сусăр çынсене хăйсем тĕллĕн ку е вăл лавккана кĕрсе тухма хĕн: е алăкĕ çав тери хĕсĕк, е пандуссене чăнкă вырнаçтарнă, е урăх сăлтав. Хальтерех хута кайнă «Кÿкеç» бизнес-центрта /Андрей Николаев предприниматель/ пĕтĕмпех Европа шайĕнчи пахалăхпа хăтлăх: Шупашкарти, Хусанти банксем хăйсен офисĕсене уçнă, пĕрремĕш хутра - уйрăм çынсен лавккисем... «Паянхи кун мĕнле ĕçлемелли тĕслĕх вырăнĕнче ку центр», - терĕ республика ертÿлĕхĕ.

Республика Пуçлăхĕ Шупашкар район депутачĕсен вун саккăрмĕш ларăвне те хутшăнчĕ. Михаил Васильевич малтанах «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисене çакна çирĕ­п­­­­­­­­­летекен удостоверенисем, нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма тата хушма хуçалăха аталантарма уйăрнă çĕр лаптăкĕсен сертификатне, Кÿкеçри лицейпе /1,2 млн тенкĕ/ пĕрремĕш вăтам шкулăн /1 млн тенкĕ/ апатлантармăшĕсене технологин çĕнĕ оборудованийĕ туянса вырнаçтарма укçа уйăрнине ĕнентерекен свидетельство пачĕ.

Депутатсем район кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле ĕçленине тишкерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ тапхăртипе танлаштарсан тупăшсăр ĕçлекен хуçалăхсен шучĕ тата тăкаксен калăпăшĕ 2,6 хут чакнине, ял хуçалăх продукцине /аш-какай - 73%, сĕт - 7,4%, çăмарта - 12%/ туса илесси ÿснине палăртрĕ. Çак тапхăрта районăн пĕрлештернĕ бюджетне налуксемпе налук мар тупăшсенчен 253,2 млн тенкĕ пухăннă. Ку - пĕлтĕрхинчен 31,8% ÿсĕм. Вăтам ĕç укçи виçи 22,1% ÿснĕ, 14328 тенкĕпе танлашнă. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать, кăçал çут тĕнчене килнисен /560/ шучĕ вилнисенчен /470/ пысăкрах. Шел, çурт-йĕр хакĕ ÿснĕ.

Районта çĕр ыйтăвĕ çивĕч. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Кÿкеç тăрăхĕнче çĕр саккунне пăснă тĕслĕхсене асăнчĕ. «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем çак саккуна хăйсем те тĕплĕ пĕлмеççĕ, çавăнпа йăнăш нумай тăватăр», - терĕ Светлана Александровна. Сăмахран, Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх пĕлтерĕ­ш­­­­лĕ çĕре шухăшламасăрах дача пĕрлĕ­х­­­­­­­не куçарса панă. Вăл халăх итлевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çапла тунă имĕш. Кайран çак çĕр ял тăрăхĕн те пулманни палăрнă.

Юрать-ха «йăнăш» вăхăтра çиеле тухнă. Çĕре йÿнĕ хакпа туянса хаклăрах сутма тăнине пĕлтерчĕ ведомство ертÿçи. Михаил Васильевич ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене çĕр ыйтăвĕпе питĕ тимлĕ пулмаллине çирĕп асăрхаттарчĕ: «Вăрттăн схемăсемпе усă курма ан хăтланăр, ку сире суд сакки çине кăна лартĕ». Ларура пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас, тавар хакне чакарас, предпринимательлĕхре конкуренцие вăйлатас, çавăнпа пĕрлех пурнăç условийĕсене лайăхлатас ыйтусене сÿтсе яврĕç.

 Юрий СТЕПАНОВ

 



22 октября 2012
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter