Чваш Ен делегацийĕ Самара тăрăхĕнче

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Самара тăрăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацисен тата Таможня союзĕн РФ Федераци Канашĕн вăхăтлăх комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Мероприяти «Холидей Инн» отелте иртнĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе «çавра сĕтелсем» ĕçленĕ. Унта Чăваш Енрен сумлă делегаци хутшăннă. Вĕсен шутĕнче: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ - Юрий Попов; Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕсен министрĕ  Михаил Янковский; Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ - Иван Новиков; Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Владимир Аврелькин; Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов кайнă. Чăваш Ен делегацийĕ агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă  калаçăва хутшăннă. Çавра сĕтел хушшинче ял хуçалăхне пулăшмаллин тĕп енĕсене, патшалăх финанс тĕлĕшĕнчен парса пулăшакан, федерацийĕн тĕллевлĕ программисем 2013-мĕш çулта тата планпа пăхса хварнă 2014-2015 çулсенче патшалăхăн хушма пулăшăвĕсем еплерех пурнăçа кĕрессин ыйтăвĕсене тишкернĕ. Çак кунах Самара облаçĕнчи филармонире Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацисен тата Таможня союзĕн РФ Федераци Канашĕн вăхăтлăх комиссийĕн анлă ларăвне ирттерме палăртнă.



23 октября 2012
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter