Тăвай районĕ: эрнери ĕç планеркинче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев председатель пулса ертсе пынипе ĕнер администрацин актовăй залĕнче эрнери ĕç планерки иртнĕ, унта район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан органсен вырăнти уйрăмĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Йăлана кĕнĕ пекех, планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата хальхи валли задачăсем лартнă.
Октябрĕн 26-мĕшĕнче районта ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявлаççĕ. Администраци пуçлăхĕ Ю.Васильев хăйĕн пĕрремĕш çумне – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникне Владимир Ванеркене профессилле праçник ячĕпе иртекен районти мероприятие пысăк пахалăхпа ирттерсе яма хушнă.
Районта 2013 çул валли муниципаллă бюджета йĕркелесе çитерес ĕç пырать. Финанс пайĕн начальникне Александр Сергеева район бюджечĕн проектне туса хатĕрлессине вĕçлесе ăна районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, бюджетпа экономика енĕпе ĕçлекен депутатсен комиссийĕн членĕсемпе пĕрле сÿтсе явма сĕннĕ.
Кăçалхи ноябрь пуçламăшĕнче 2011 çулшăн пурлăх, çĕр тата транспорт налогĕсем тÿлемелли срок тухать. Çав вăхăтрах налог тÿлекенсем вĕсене иртнĕ çулсемшĕн те 242 пин тенкĕ парса татайман. Ю.Васильев çакна палăртнă: налогсем пухнин кăтартăвĕсем тĕрлĕ ял поселенийĕн территорийĕнче тĕрлĕрен. Çавăнпа ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене ку тĕлĕшпе тимлĕ пулма, ĕçе активлатма хушнă.
Планеркăра экстреннăй службăсен ĕçĕпе информацисем итленĕ, район пурнăçĕнчи ытти хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе явнă.


23 октября 2012
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter