Тăвай – Йĕпреç матч

Иртнĕ шăмат кун район шахматисчĕсемпе Йĕпреç районĕн команди хушшинче тĕл пулу-матч иртрĕ. Туслăх матчне 10 хăма çинче йĕркелерĕç (шăп çавăн чухлĕн килнĕ хăнасем – 9 арçын та 1 хĕр). 30-шар минутлă регламентпа икшер парти вылярĕç шахматистсем. Район чысне И.Соловьев (1-мĕш хăма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хÿтĕлерĕç. Тĕл пулу тăвайсем 14,5:5,5 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпăр хăй хăми çинче хăнасенчен 2-шер очко илме пултарчĕç. Ыттисем очкосене çурмалла пайларĕç. Йĕпреçсем япăх мар выляççĕ, çакна пирвайхи 4 хăма çинчи тĕл пулусем те çирĕплетеççĕ. Хăнасем кунта пирĕнтен çур очко ытларах та пуçтарчĕç (4,5:4,0).

Тĕп вăйăсем хыççăн 5-шер минутлă икĕ партирен тăракан блиц пулчĕ. Блицра та тăвайсем ăнăçлă вылярĕç.

Çак тĕл пулăва Эдуард Сергеевич Николаев (Йĕпреç) ветеран йĕркеленĕ. Çывăх уйăхсенчех вăл тăвайсене Йĕпреçре кĕтни çинчен йыхравларĕ.

Çак эрнере, октябрĕн 27-мĕшĕнче, Тăвайне Вăрмар районĕн шахматисчĕсем килеççĕ. Çавăн пек тĕл пулу-матчсем ăсталăха ÿстерме, туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ.



23 октября 2012
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter