Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Михаил Игнатьев отрасльсен геоинформаци тытăмне туса хумалли мерăсем çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ. Документ патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене электрон мĕлĕпе кÿрессине лайăхлатма, ведомствăсен çыхăнăвне çирĕплетме, экономика конкурентлăхне çĕклеме пулăшĕ.

Чăваш Енĕн кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин паллаштарнă. Çак тапхăрта промышленноç производствин индексĕ 112,8% танлашнă, ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăнта. Шутласа панă ĕç укçи 16,4 пин тенкĕрен иртнĕ, 17,1% пысăкланнă, чăн шалу виçин ÿсĕмĕ - 13,1%. Ку кăтартусен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.

Михаил Игнатьев экономикăпа социаллă сферăра аталанăвăн ырă туртăмĕсем упранса юлнине палăртнă. Анчах ĕç укçи енĕпе парăмсем пысăк-ха. Вĕсен тытăмĕнче конкурс производствин тапхăрĕнчи организацисен тÿпи 46,1 млн тенкĕ - 67%. Михаил Васильевич тивĕçлĕ министрсене мерăсем йышăнма чĕнсе каланă: «Парăмлă предприятисен ертÿçисем хаклă машинисене сутчăр те хăйсен ĕçченĕсене шалу тÿлеччĕр. Ку - манăн принциплă позици. Панкрута тухнă организацисене илес тĕк - конкурс управляющийĕсен хăйсен тивĕçне саккуна çирĕп пăхăнса пурнăçламалла, конкурс производствине тăсса пыма юрамасть».

Республика территорийĕнче вак суту-илÿ пасарĕсем уçмалли плана пурнăçланине сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертÿçисен суту-илÿ объекчĕсенче саккунсене пăхăннине тĕрĕслесе тăмалли пирки аса илтернĕ: «Тÿрĕ кăмăллă организацисене анлăланмалли майсем памалла, потребительсен прависене пăсакан предпринимательсем тĕлĕшпе вара санкцисемпе усă курмалла».

Канашлура «Пултаруллă ачасен Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци шкул-интерначĕ» вĕрентÿ учрежденине туса хурас ыйтăва тишкернĕ. Унăн концепцине халăхпа сÿтсе яваççĕ, раштав уйăхĕнче йышăнасшăн. Юлашкинчен Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» управляющи компани ĕçĕпе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ - унăн айăпĕпе 20 хваттер халĕ те ăшăсăр. Çавăн пекех Шупашкарăн Çурçĕр-хĕвел анăç микрорайонĕнче Пенси фончĕн çĕнĕ çуртне тăвас ыйтăва пăхса тухнă.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 октября 2012
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter