Ача сассиллĕ «Шăпчăк»

Шăмат кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă, Шăнкăртам ялĕнче 186 вырăнлăх çĕнĕ «Сандугач» /Шăпчăк/ ача садне уçма хутшăннă.

Пухăннисене саламланă май Михаил Васильевич республикăра çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли патшалăх политикине тытса пынине палăртнă. Çав шутра - ача сачĕсем çитменнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса парасси. Шăнкăртамри ача пахчи - кăçал Чăваш Енре хута янă пиллĕкмĕш ача сачĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата икĕ садик уçăлмалла. Республика пуçлăхĕ «Сандугач» заведующине Фердания Ахмадеевăна садикре йĕркеленĕ хушма вырăнсене тивĕçтерме бюджетран 350 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен свидетельство панă.

Çав кунах Михаил Игнатьев район администрацийĕнче Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене тата ЧР Пуçлăхĕн пурăнмалли çурт-йĕр строительствине хавхалантармалли хушма мерăсем çинчен калакан указне пурнăçлас ыйтусемпе ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Чăваш Ен çурт-йĕр тăвас енĕпе лидерсен шутĕнче, анчах хваттер черечĕ пысăк-ха - 75 пин ытла çемье, вĕсенчен 40% черетре 10 çул ытла тăрать. 114-мĕш указа пурнăçлани 2020 çулччен черетре тăракансен 60% çурт-йĕрпе тивĕçтерме май памалла. Республика федерацин экономкласс йышши сахал хутлă çурт-йĕр тумалли программине пилот регионĕ пулса кĕме пултарать. «Программа темиçе тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Строительство калăпăшĕ палăрмаллах ÿсет, тăваткал метр хакĕ 20% пĕчĕкленет, кĕске вăхăтра вăтам тата пĕчĕк тупăшлă çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерĕпĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Вăл хăш-пĕр муниципалитет çĕрсемпе тухăçлă усă курманнине палăртнă. Республикăн кăнтăр енчи районĕсенче ку енĕпе аван ĕçлеççĕ, анчах уйăрнă, кирлĕ пек усă курман çĕрсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Тÿрĕ кăмăллă мар компанисем тĕлĕшпе штраф санкцийĕсемпе усă курмалла, çĕрсене саккунпа килĕшÿллĕн туртса илме пулать, анчах муниципалитетсем ку енĕпе ĕçлемеççĕ.

Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев республика хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен экономикине вун-вун миллиард тенкĕлĕх сиен кÿнĕ тĕрлĕ бизнес-тытăм ĕç-хĕлĕн витĕмĕнчен хăтăлса пыни çинчен каланă. Вăл çавăн пекех вырăнсенчи влаçсене çамрăксене спорта ытларах явăçтарма, вĕсене ялта хăвармашкăн патшалăх енчен пулăшмалли механизмсемпе тухăçлăрах усă курма чĕнсе каланă. Ялта лайăх пурăнмашкăн халĕ пĕтĕм услови пур, пулăшу ĕçĕсем те йÿнĕрех. «Ĕçлемелле, ÿркенмелле мар», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2012 çулхи кăтартăвĕсем лайăх пуласса шаннине палăртнă, çакă çитес çулхи бюджетра патшалăх пулăшăвĕн мĕн пур тĕсне упраса хăварма май парĕ.

  К.СЕМЕНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter