Муркаш районĕ: ĕнер ĕçленĕ техника ыран та кирлĕ

ЧР Ял хуçалăх министерствипе республикăри хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техника ыйтăвне тивĕçлĕ шайра тытассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри – техникăна хĕллехи управа лартассипе çулленех смотр-конкурс ирттерни. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика шайĕнче пулнă семинар-канашлăвăн теми те çавнах çирĕплетет: «Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартасси тата юсава хатĕрлесси».

Семинар-канашлу ку хутĕнче кÿршĕллĕ Етĕрне районĕнчи «Пучах» колхозра иртрĕ. Унăн ĕçне пирĕн районти «Оринино» хуçалăхпа «Путь Ильича» агрофирма инженерĕсем хутшăнни çак хуçалăхсенче çĕр ĕç техники çине тимлĕ пăхнине çирĕплетет. Вĕсем ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе «Пучах» колхозра мĕнле ĕçленипе, çак тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, ĕç хăрушсăрлăхĕ çине епле пăхнипе вырăнта паллашрĕç.

– Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнипех механизатор ĕçрен пушанаймасть. Кĕр кунĕсенче техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн нумай вăхăтлăха управа лартни хресчене çурхи ака-сухана, выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăрти ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă хатĕрленме пулăшнине кашниех пĕлетпĕр. Çакă вăл экономика аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать. Кунпа пĕрлех хуçалăхсенче энерги перекетлекен техникăпа çĕнĕлле ĕç технологийĕсем çине куçасси те кун йĕркинче тăракан çивĕч ыйту. Çакăнта техникăна упрасси çине алă сулни çĕр ĕçченне малалла пăхма пулăшмастех, – терĕ пухăннисем умĕнче ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи В. Димитриев.

Хăвăрт аталанакан пурнăçра пурăнатпăр. Семинар-канашлăвăн офицаллă пайĕнче ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçин çумĕ А. Кузьминов тунă доклад тулли те интереслĕ, пур енлĕ пулчĕ. Вăл пирĕн районти механизаторсемпе инженерсемшĕн те, малашлăха пăхакан ертÿçĕсемшĕн те усăллă пуласса шанатпăр:

– Паян ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмсен никĕсĕнче техникăн пĕлтерĕшĕ пысăкки никама та иккĕлентермест. Кам çакна маларах ăнланса илет – ÿсĕмĕ те ыттисемшĕн курăмлăрах пулса пырать. Чылайăшĕ паян энерги перекетлекен тата ĕç калăпăшне ÿстерекен хăватлă техника çине тимлĕх уйăрнине ырлассăм килет кăна. Вырăнсенче вĕсемпе перекетлĕ ĕçлекенсене вĕрентсе хатĕрлемелле. Çавăн чухне çеç хаклă техникăна туянни хакне кăларма пулăшĕ.

Муркаш районĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çĕнĕ техника туянассипе республикăра малтисен ретĕнче. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн тăрăхри тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе инвестици кредичĕпе 31 единица техника хатĕрĕ туяннă. Лизинг мелĕпе усă курса мехпарка 4 единица чухлĕ çĕнĕ техникăпа пуянлатнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнипе пĕрлех тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем харпăр хăй укçи-тенкипе 21 тĕрлĕ техника единици туянма пултарни – ырламалли самант.

Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ тăвакан анализ хуçалăхсем юлашки çулсенче техника управĕ çине тимлĕрех пăхма пуçланине çирĕплетет, анчах пур çĕрте те мар. Тĕслĕхрен, юлашки 4 çул хушшинче Муркаш, Шупашкар, Красноармейски районĕсенчи хуçалăхсем пĕрре мар республикăра ирттерекен смотр-конкурсра ырăпа палăрчĕç пулсан Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Тăвай, Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсене призерсен йышĕнче курма пулмарĕ. Çакна вырăнсенче тĕрĕс хак парасса шанатăп.

Техникăна хĕллехи управа килĕшÿллĕ лартни çитес çулхи ĕçсене тĕплĕн хатĕрленсе вăхăтра ирттерме май парать, ĕçри инкексенчен пăрăнтарать, техника çинче пушар тухасран сыхлать, ĕçсене вăхăтра пурнăçлама çул уçать. Çапла пулсан çеç сĕтел çинчен çăкăр каймĕ.



24 октября 2012
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter