Раççей ВТО кĕнĕ хыççăнхи малашнехи аталанăвне Самара облаçĕнче сӳтсе явнă

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организаципе тата Таможня союзĕнчи мониторингĕпе Федераци Канашĕн Вăхăтлăх комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Мероприятие «Холидей Инн» отелте ирттернĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе «çавра сĕтелсем» ĕçленĕ. Унта Чăваш Енрен сумлă делегаци хутшăннă. Вĕсен шутĕнче: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ - Юрий Попов; Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕсен министрĕ  Михаил Янковский; Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ - Иван Новиков; Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Владимир Аврелькин; Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов кайнă. Чăваш Ен делегацийĕ агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă  калаçăва хутшăннă. Çавра сĕтел хушшинче ял хуçалăхне пулăшмаллин тĕп енĕсене, патшалăх финанс тĕлĕшĕнчен парса пулăшакан, федерацийĕн тĕллевлĕ программисем 2013-мĕш çулта тата планпа пăхса хварнă 2014-2015 çулсенче патшалăхăн хушма пулăшăвĕсем еплерех пурнăçа кĕрессин ыйтăвĕсене тишкернĕ. Çак кунах Самара облаçĕнчи филармонире Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацисемпе тата Таможня союзĕнчи РФ мониторингĕпе  Федераци Канашĕн Вăхăтлăх комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Вăхăтлăх комиссийĕн анлă ларăвĕне хутшăнакансен умĕнче чи малтан Атăлçи федераллă округри Раççей Федераци Президенчĕн представителĕ Михаил Бабич тухса калаçнă.  Хăйĕн сăмахĕнче ВТОна Раççей кĕрессин ыйтăвĕ питĕ кăткăс пулнине палăртнă. «Пур регион та хăйсенче хастарлăх кăтартма хатĕр мар, умра кĕтекен  йывăрлăхсем çинчен куçа-куçăн курса пӳплеме хăюллăх çитереймеççĕ. Шансах тăратăп, паянхи уçă калаçу - ВТО кĕрессипе  ятарлă ĕçсем тума пулăшасса», - тенĕ.   Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко çĕр шыва ВТО кĕртме лайăх условисем хатĕрлес тесе, Раççей 18 çул  хушши çак ыйтупа ĕçленине палăртнă. Анчах та нумай предприятисемпе организацисен ертӳçисем паянхи кун та  еплерех условисем, мĕнле улшăну тапхăрĕсем пуласси  пирки те ăнлансах çитерейменнине палăртнă. «Кирлĕ пек пĕлсе ятарлă правилăсемпе нормăсене пăхăнса ВТО кĕрсен, регионсенче производствăна эффекивлăрах аталантарма çул уçа парать», - тенĕ Федераци Канашĕн Председателĕ. ВТО кĕрессипе йĕркелесе ирттернĕ  ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçнă. Республика Пуçлăхĕ, ВТО кĕресси – пирĕн тĕллев тенĕ. Кун пирки пачах та иккеленӳсем пулма пултараймасть. Тĕнчери хĕрӳ экономика кризис вăхăтĕнче те ял хуçалăхĕ çирĕппĕнех ура çинче тăма пултарчĕ. Çавна май, агропромышленноç комплексне пулăшни Раççей экономикине тата та вăйлăрах çирĕплетме май парассине, палăртнă Михаил Игнатьев. Ларура тĕрлĕ ыйтусемпе Самара, Ульяновск, Чулхула, Киров облаçĕсенчен тата Удмурт Республикинчен представительсем калаçнă.  



24 октября 2012
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter