Иван Яковлевăн кун-çулĕ - пирĕншĕн тĕслĕх

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн Патриархăмăр, чăвашсен çутта кăларуçи Иван Яковлевич Яковлев пурнăçран уйрăлнă. Ăна асăнса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче - Чĕмпĕрте, Теччĕре, Кăнна Кушкинче - митингсем иртеççĕ.

Чăваш наци библиотеки умĕнче вырнаçнă И.Я.Яковлев палăкĕ умне те халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсем - хулари тĕрлĕ шкулта вĕренекен ачасемпе учительсем, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем, культура ĕçченĕсем, Иван Яковлевича сума сăвакансем, Культура тата Вĕренÿ министерствисен, Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем. Митинга Культура министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов уçрĕ, вăл патриархăмăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ халĕ те питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ: “И.Я.Яковлевран вĕренмелли паянхи кун та чылай. Унăн кун-çулĕ - пирĕншĕн тĕслĕх”, - пĕтĕмлетрĕ вăл. Вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова тăван чĕлхене вĕрентес ĕç Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче çирĕпленме тытăннине палăртрĕ. Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Константин Портнов та сăмах каларĕ. ЧППУ профессорĕн Александр Земляковăн та аса илмелли сахал мар пулчĕ: вăл чылай çул Кăнна Кушкинчи шкулта ĕçленĕ тата Иван Яковлевичăн еткерлĕхне тĕпчесе темиçе кĕнеке кăларнă.

Юлашкинчен хисеплĕ хăнасемпе вĕренекенсем пуç тайса палăк умне чечек çыххисем хучĕç.

  Андрей МИХАЙЛОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter