Чăваш Енĕн çул-йĕр ĕçченĕсем пуласлăх çине шанчăклăн пăхаççĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чувашавтодор» ОАО Чăваш Енри чи аслă çул-йĕр организацийĕн ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламланă. Мероприятие çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕсен министрĕ Михаил Янковский, Улатăр хулинчи Святтуй-Троицкий арçынсен монастырĕн наместникĕ архимандрит Иероним, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ тĕп механикăн ĕçĕпе паллашнă, машинăсен шучĕпе, вĕсенчен хăшĕсем юсавра тата рейса тухнипе кăсăкланнă. Кашни техникăна ГЛОНАСС система вырнаçтарнă. Çакă паллах, техникăсене хăш вырăнта пулнине тĕрĕс палăртма пулăшать. Уяв каçĕ çул-йĕр организацисен ĕçĕ çинчен ӳкернĕ фильмпа пуçланнă. Хыççăн уява пухăннисене «Чувашавтодор» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Александр Волков саламланă май, 2012-мĕш çулхи 9 уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Калăпăр, кăçалхи çул  çул-йĕр организацийĕ 12 çухрăм  тăршĕ çул сарнă, 24 çухрăм тăршĕ – пур те усă куракан çулсене юсав ĕçсем туса ирттернĕ. Федераллă çулсем çинче те пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче урамсене реконструкциленĕ, çурт-йĕр таврашĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тимленĕ. 2013-мĕш çулта  организацийĕн малашлăхра та ĕçлеме палăртса хунисем пысăк пулнине палăртнă Александр Волков. «Эпир, паян çул-йĕр ĕçченĕсем, республика Пуçлăхĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсене вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçлама яланах хатĕр», - тесе пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче служба тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав туса, кăçалхи çул федераллă центăртан республикăна 5,6 млрд тенкĕ укçа куçнине палăртнă. «Сирĕн татах та ĕç калăпăшне ӳстерме майсем пур. Тимлĕхе çеç çухатмалла мар, тĕрлĕ конкурсра хутшăнса, çĕнтерме тăрăшмалла. Раççей ВТО кĕнĕ май, эсир те тĕнче шайĕнчи компанисемпе пĕр тан тивĕçлĕ ăмăртма пултарасса шанас килет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Предприяти ĕçченĕсене Çĕнĕ хула территорийĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçленишĕн тав тунă. «Шăпах эсир тăрăшса ĕçлени – организацийĕн репутацине çĕклеме май парать», - палăртнă  республика Пуçлăхĕ. Ытти пухăннă хăнасем те ĕçченсене уяв ячĕпе саламланă май, пĕрне-пĕри ăнланма, ырлăх, çемьесенче пĕрлĕх суннă. Çак палăртнă кун ĕçре хастаррисене, уйрăм палăрнисене патшалăх наградисем парса чысланă. Уяв каçне чăвашсен «Çăлкуç» юрăпа-ташă ансамблĕ тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен юрри ташшисемпе илем кĕртнĕ.

 

 



25 октября 2012
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter