Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Эпир вĕсен ĕçне вырăнлăрах йĕркеленĕ медицина учрежденисенче, пуçлăхсем сахалланнă - управлени ĕçĕ лайăхланнă»

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. 2012 çулăн 9 уйăхри республика бюджечĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова тĕплĕн паллаштарнă. «НДФЛ кăтартăвĕ курăмлă ӳсни палăрать. Прокуратура ĕçченĕсем витĕм ĕçлени паллă. Ĕç укçисемпе те кирлĕ пек тивĕçтереççĕ», - палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Сусăрланнă ĕçлемен çынсене, тата вĕсене пула йывăрлăха тӳсекен ашшĕ-амăшĕсене, нумай ачаллă, вĕсен шутĕнче уйрăмах хĕр арăмсене 2013-2015 çулсенече ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăна йышăннă. Палăртнă программăпа ятарлă уйăрнă ĕçсенче 306 сусăрланнă çынна пулăшма пулать. Кашни çул 102 çынна ĕçпе тивĕçтерме палртнă, 150 - ашшĕ-амăшне, кашни çул 50-шар çын.  Чăваш Республикинче 2012-2020 çулсенче шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарассин тĕллевлĕ программине сӳтсе явнă самантра Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствине усă курман шыв объекчĕсен шутне çирĕплетме хушса хăварнă. Ларура «Пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхне реформировани тума пулăшакан программăна тата электроэнергие перекетлеме май паракан центăра» Чăваш Республикин автономиллĕ учрежденийĕ туни çинчен çирĕплетекен ĕç хутне йышăнса хăварнă. Малашлăхра учреждени ĕçне коммерциллĕ майпа ĕçлеттерсе яма сĕнсе хăварнă. Хулари васкавлă пулăшу паракан учрежденисен ĕçĕсемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. «Паянхи кун оптимизациленĕ медицина учрежденисенче пуçлăхсен шучĕ чакнă, ĕç йĕркелĕвĕ лайăхланнă», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Хăш учрежденисенче пуçлăхсем сахалрах, унта ытларах яваплăха туйса ĕçлени куç кĕрет. БСМП хăш-пĕр уйрăмĕсенче 90-мĕш çултанпах юсав ĕçĕсем туманнине, палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Анлă ларура çынсен вăтамран  пурăнмалли ĕç укçин виçине ӳстерни çинчен, тыл ĕçченĕсене, ветерансене тата ытти уйрăм категорири çынсене пулăшу паракан ĕç хучĕсене тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Канашлура яланхиллех çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене те çивĕччĕн пăхса тухнă. Тӳрĕ кăмăлпа çĕрсемпе ĕçлемен çынсене çирĕп яваплăх тыттарма сĕннĕ республика Пуçлăхĕ. «Вĕсене пула, ĕçлес текен инвесторсем валли кирлĕ пек çĕр вырăнĕсем тупса параймастпăр, ĕçлес кăмăлĕсене сирсе яратпăр», - тенĕ. Кун йĕркипе пăхса хăварнă ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.       



25 октября 2012
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter