Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Таможня посчĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш таможня посчĕн хисеплĕ ветеранĕсем тата сотрудникĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп! Патшалăхăн таможня политикине пурнăçлассипе çыхăннă сирĕн ĕç-хĕл тĕллевĕ – социаллă пурнăçпа экономика тăнăçлăхне упрасси, саккунлăхпа право йĕркине çирĕплетесси. Сирĕн профессионализм, оперативлăх, эсир саккуна пăснипе çураçманни, таможня ĕçĕпе çыхăннă саккунсене хăвăр çирĕп пăхăнни патшалăх енчен тулашри суту-илĕве йĕркелесе пырассине, таможня тÿлевĕсене бюджета вăхăтра тата туллин хывассине тивĕçтереççĕ.

Служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп. Чăн-чăн профессионализм, ĕçе парăнни чăваш таможенникĕсене малашне те умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама май парасси пирки иккĕленместĕп.

Сире çирĕп сывлăх, пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕçре ырлăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                    М.Игнатьев.



25 октября 2012
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter