Чăваш Енре - тивĕçлĕ шайра

Чăваш Енре ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмне çулталăк вĕçлениччен йĕркелесе çитерме палăртаççĕ. Юпа уйăхĕнче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви «Ростелеком» АУОпа халăха тата 82 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтересси пирки патшалăх контрактне алă пуснă. Çапла вара ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен мелĕпе республикăри патшалăхăн тата муниципалитетăн пĕтĕм пулăшăвне кÿнĕ чухне усă курĕç.

Хальхи вăхăтра ведомствăсен хушшинчи информаци хутшăнăвне социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 пулăшу тăрăх электрон мелпе йĕркеленĕ. Вĕсенчен 13-шне кÿрес тесен федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен сервисĕсемпе çыхăнмалла.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра ведомствăсен хушшинчи çыхăнура - ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 районпа хула, 291 ял тăрăхĕ. Вĕсене пурне те ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕн регион сегменчĕпе технологи тĕлĕшĕнчен çыхăнтарнă. Пулăшу кÿрекен ĕçченсене пурне те электрон мелпе алă пусмалли «уçăсем» панă.

Чăваш Республикинче ку ĕçе ытти регионтипе танлаштарсан тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталне Чăваш Енре пурăнакансенчен çыру сахал килни те çакнах çирĕплетет. Палăртни вырăнлă: федераци интернет-ресурсĕ ячĕпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ çынсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăва лайăх йĕркелеменни çинчен пĕлтерсе çăхавсем яраççĕ. Чăваш Енрен иккĕн çеç çыру янă, анчах вĕсен ÿпкевĕ нимĕнпе те çирĕпленмен.

Пĕрремĕш ÿпкеве ĕненес тĕк - Шупашкар çынни социаллă найм килĕшĕвĕпе çурт-йĕрлĕ пулас текенсен черетне тăмашкăн документсем илеймен-мĕн. Ку документсем çыннăн харпăр хăй упрамаллисем шутланаççĕ, çавăнпа вĕсене электрон мелпе яма юрамасть. Иккĕмĕш çăхав пирки калас тăк, хула çыннине пурăнмалли çурт-йĕрĕн харпăрлăхçин е тара илекенĕн харпăр хăй счетĕнчен çырса илни /финанспа харпăр счетăн копийĕ/ кирлĕ пулнă. Ку тĕслĕхре асăннă документсене управляющи компани парать. Вăл вара харпăрлăхçă предприятийĕ, çавăнпа кирлĕ хутсене ведомствăсен хушшинчи хутшăнусен мелĕпе илме май çук.

Танлаштарма: Раççей Çыхăну министерстви ячĕпе çăхав ытларах Мускав хулинче пурăнакансенчен килнĕ - пĕтĕмпе 282 ÿпкев, федерацин Атăлçи округĕнчен: Самар облаçĕнчен - 47, Пушкăртстанран - 19, Тутарстанран - 17.

 И.БЕЛОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter