Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика канашĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика канашĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Республикăн социаллă экономика аталанăвĕн стратеги ĕçне пурнăçлас тĕллевпе Указа 2012 çулта çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă. Канашлура республикăн 2012 çулăн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă, влаç органĕсем умне лартнă малашнехи тĕллевсене, çавăн пекех Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе  çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн доклатĕнче Чăваш Енĕн социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ май, Атăлçи федераллă округпа тата Раççей шайĕнче те республикăн кăтартăвĕсем лайăхисем шутĕнче пулнине палăртнă. Калăпăр, промышленноç произвоствин индексĕ, ял хуçалăх таварĕсене туса илесси те пĕлтĕрхипе танлаштарсан курăмлăнах пысăк пулни савăнтарать. Республикăра куллен усă куракан таварсен хакĕ ПФО шайĕнче чи пĕчĕкки. Ку кăтартупа Чăваш Ен хисеплĕ - тваттăмĕш вырăн йышăнать. Çак ĕçсем пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленипе пулса пынине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕлле бизнеса аталантарма инвестициллĕ илĕртӳллĕхе ӳстерме малашнехи тĕллевсене палăртнă. Предприятисемпе организацисен акционерĕсене халăхпа пĕрле эффективлă пĕлсе ĕçленĕшĕн тав тунă. Канашлури тĕп ыйтупа Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков калаçнă. Министр палăртнă тăрăх, юлашки икĕ çул хушшинче Чăваш Республики экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă утăм тунине палăртнă. 2011-2012çулсенче 80 пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем патшалăх парса пулăшакан тĕрлĕ пулăшусемпе хăйсен çĕнĕлле проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Анатолий Яруткин пĕчĕк тата вăтам бизнеса пĕр тан аталантарса пырас тĕлĕшпе, аслă классенче предпринимательсен компетенцине аталантарма май паракан вĕрентĕве программăна кĕртме сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ сĕнĕве ырланă, ыйăва проекта кĕртсе хăварма хушнă. Районсемпе хуласенче бизнеса аталантарма уйăрнă çĕрсемпе çыхăннă предпринимательсен ыйтăвĕсене вăхăтра вăраха тăсмасĕр татса памаллине асăрхаттарса хăварнă. «Паян инвесторсем ăçта вĕсене ырăпа кĕтсе илеççĕ, ытларах унта кайма тăрăшаççĕ. Çавăнпа ти пирĕн пурин те экономика лайăх аталанса пытăр тесессĕн, ĕçлес шухăшлă предпринимательсене яланах хавхалантарма пĕлес пулать»,- тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленсе вăтăр ытла объекта рекнструкцилеме палăртнă. Ĕçсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрнă. Канашлура Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисен администраци пуçлăхĕсене палăртнă уявсемпе çыăннă ĕç планĕсене раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме хушса хăварнă. Ытларах палăртнă объектсене рекнонструкцилеме инвесторсене  активлăрах явăçтарма сĕннĕ. Канашлура ытти палăртнă ыйтусене те пăхса тухнă. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  харпăр хăй бизнесне пуçласа аталантарма йĕркелесе ирттернĕ ятарлă конкурс çĕнтерӳçисене «Минс Групп» ООО тата уйрăм предпринимательсене - Иосиф Издебскийне, Владимир Майорова  виççĕр пин илме çирĕплетекен сертификата парса чысланă.



26 октября 2012
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter