Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

 

Автомобиль транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп! Хальхи пурнăç çул çÿреврен пуян. Патшалăх политикине тухăçлă пурнăçланăран республика территорийĕнче пассажирсем турттаракан автотранспорт маршручĕсен тулли тытăмĕ ăнăçлă ĕçлет. Паян халăх пурăнакан хуть хăш вырăна та рейсри автобуспа пĕр чăрмавсăрах çитме пулать, кашни район центрĕнчех такси пулăшăвĕпе усă курма май пур. Республика çулĕсем çинче пассажирсене куллен 3290 автобус тăтăшах турттарса тăрать. Халăх пурăнакан 1015 вырăна автотранспорт çулĕсемпе çыхăнтарнă, 135 турттаракан хулари 85, хула çывăхĕнчи 329 тата хуласем хушшинчи 153 маршрут тăрăх пассажирсем турттарассине тивĕçтерет, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта троллейбус транспорчĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайĕ лайăхланать. Республика территорийĕнче шута илнĕ автомобильсен йышĕ 2009 çултанпа пĕр хут çурă яхăн – 187 пинрен пуçласа 260 пин таран – ÿснĕ. Ытларах та ытларах траспорт хатĕрĕ ГЛОНАСС тытăмĕн приборĕсемпе пуянланать. Пассажирсем турттаракан обществăлла транспорта, васкавлă медицина пулăшăвĕн тата коммуналлă службăсен автомашинисене çак тытăмпа çыхăнтарас ĕç аван пурнăçланса пырать. Шкул автобусĕсен паркне те ГЛОНАСС тата ГЛОНАССŸGPS тытăмĕсен никĕсĕ çинче ĕçлекен спутник навигацийĕн приборĕсемпе тивĕçтернĕ. «Çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерес тата видеоÿкерÿ тытăмĕсене эксплуатацилес енĕпе ĕçлекен дирекци» туса хунă, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çул çÿрев йĕркисене пăсакансен шутне чакарма пулăшать. Çак пĕтĕм ырă улшăну çулсем çинчи лару-тăрăва лайăхлатать, çул çÿрев ĕçне хутшăнакансен хăрушсăрлăх шайне тата çул çÿрев культурине пысăклатать. Отрасль ветеранĕсене – водитель профессийĕ пурнăçри тĕп ĕç пулса тăнă, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан çынсене – чунтан тав тăватăп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей сунатăп! 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                           М.Игнатьев

 



26 октября 2012
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter