Уяв тĕлне - çĕнĕ комплекс

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУОра тăрăшакансемшĕн выльăх-чĕрлĕх çĕнĕ комплексĕ хута кайнипе асра юлĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Предприятин генеральнăй директорĕ Николай Аливанов каланă тăрăх - 1000 пуç вырнаçмалăх ĕне витине пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче тума пуçланă. Проектпа килĕшÿллĕн унăн икĕ корпусĕнче 500-шер выльăх пулĕ. Тепĕр блокра вара харăсах 40 ĕне сума май килет. Çĕнĕ комплексра мăйракаллă шултра выльăха кăкармасăр усрĕç, апла тăк вĕсем кирек хăш вăхăтра та апат çиме, шыв ĕçме тата канма пултараççĕ. Кашни ĕне валли - уйрăм бокс, унта мат вырнаçтарнă. Паянхи кун ыйтнине туллин тивĕçтерекен объекта тумашкăн 178 млн тенкĕ тăкакланă. Николай Аливанов сăвакан ĕне шутне 1200 пуçа, мăйракаллă шултра выльăх йышне вара 3500 пуçа çитерме палăртнине каларĕ. Çывăх вăхăтрах çĕнĕ витесем хăпартма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ.

- Çакнашкал фермăсем кашни кунах уçăлмаççĕ. Кунта производствăн хальхи йышши стандарчĕсене, выльăха усрассин тата тăрантарассин çĕнĕ технологийĕсене туллин пăхăнаççĕ. Çакнашкал условисенче çынсене те ĕçлеме кăмăллă, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ те пысăкрах пулĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Тĕллев лартатăп: çакăн пек фермăсем кашни районта виççĕрен кая мар пулмалла.

Республика Пуçлăхĕ предприяти ертÿлĕхне производствăна анлăлатсах пынăшăн тав турĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кăçал куккуруса çапса тĕшĕлеме тытăннине те - Чăваш Енĕн аграри историйĕнче халĕччен кун пекки пулман-çке - ырларĕ. Михаил Васильевич Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни пурнăç таппипе тан пыма хистенине асăнчĕ. Пирĕн çĕр-шывра та сăвăм çулталăк тăршшĕпех пĕрешкелтерех - Европĕрлĕх, Америка, Канада çĕр-шывĕсен фермисенчи пек - пултăр тесе ăнтăлмаллине, ку енĕпе хальхи йышши технологисемпе усă курмаллине каларĕ.

Сумлă хăнасем çĕнĕ комплекспа паллашнă хыççăн Вăрнарти культурăпа кану центрне васкарĕç. Унта «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО 55 çул тултарнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Фойере предприяти кăларакан продукци куравĕпе паллашма май килчĕ. Уява килнисем тин çеç уçăлнă выльăх-чĕрлĕх комплексĕн копине - желерен хатĕрленĕскере - кăсăкланса сăнарĕç.

Николай Аливанов пухăннисене аш-какай комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсем çинчен каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсене предприяти 55 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Вăл хальхи вăхăтра республикăра ял хуçалăх бизнесне аталантармашкăн пĕтĕм услови пуррине палăртрĕ:

- Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен тĕп тĕллевĕ - çынсене пахалăхлă тата экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтересси, - терĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ предприяти ĕçченĕсен пĕр ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ. Аш-какай комбинатĕнче тăрăшакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов /вăл предприятие 2005-2011 çулсенче ертсе пынă/, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та саламларĕç. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter