Сулмаклă утăм

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче указ кăларса республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама туса хунă Экономика канашĕн пирвайхи ларăвне ирттернĕ.

Унта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсене, инноваци бизнесĕн малашлăхне, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлас тĕлĕшпе влаç органĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене тишкернĕ.

Михаил Игнатьев федерацин Атăлçи округĕнчи тата Раççейри ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Ен кăтартăвĕсем аваннине палăртнă. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 112,8% /Раççейре - 102,9/ танлашнă, ку кăтартупа Чăваш Ен округра пĕрремĕш вырăнта. Ял хуçалăх продукцийĕн производстви 24,8 млрд тенке çитнĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 104,9% /Раççейре - 97,7/.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре потребитель хакĕсен шайĕ чи пĕчĕккине палăртнă, çакă пĕчĕк бизнеса пулăшнипе, конкуренцие аталантарнипе, потребительпе производительсен хушшинчи тытăмсене чакарнипе, хаксене тĕрĕслесе тăнипе сăлтавланнă. Асăннă тапхăрта Чăваш Ен халăхăн чăн укçа тупăшĕн индексĕпе Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă. Çавна май Михаил Васильевич ĕç паракансене, яваплăха туйса ăнăçлă ĕçлекен предприятисемпе организацисене тав тунă.

Тĕп докладпа сăмах илнĕ май экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков Чăваш Ен юлашки икĕ çулта экономика аталанăвĕ енĕпе сулмаклă утăм тунине палăртнă. Кăçал республикăри 21 организаци 1 млрд тенкĕрен ытларах продукци тиесе ăсатнă. Пĕлтĕр унашкаллисем 15 кăна пулнă. 2011-2012 çулсенче патшалăхăн тĕрлĕ пулăшу мерипе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртекен 80 субъекчĕ усă курнă. Çапах инноваци бизнесĕн аталанăвĕн хăвăртлăхĕ пур пĕр тивĕçтермест.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса хăвăртрах çĕклемешкĕн Анатолий Яруткин предприниматель аслă классенче вĕренекенсен предпринимательлĕх компетенцине аталантарма сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак сĕнĕве ырланă май ăна лару йышăнăвĕн проектне кĕртме хушнă. Вăл çавăн пекех предпринимательсем бизнес йĕркелеме çĕр лаптăкĕ памашкăн ыйтса çырнисене тишкерессине хăвăртлатмалли çинчен каланă: «Ăçта лайăх условисем йĕркеленĕ, ăçта «светофорăн симĕс çути çунать» - инвесторсем çавăнта пыраççĕ. Пирĕн яваплăха туякан, тÿрĕ кăмăллă инвесторсемшĕн пулăшуçă пулмалла, мĕншĕн тесен инвестицисем экономикăна аталантарма кирлĕ».

Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май Шупашкарта 30 ытла объекта реконструкцилеме палăртнă. Юбилейсене паллă тумалли методикăна тĕпе хурса шутланă май федераци бюджетĕнчен республикăна 5 млрд тенкĕ патнелле парас шанăç пур. Михаил Игнатьев çавăн пекех Канаш, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисен уяв мероприятийĕсен планĕсене, унти реконструкцилемелли объектсен списокĕсене хатĕрлеме хушнă, бюджет тулашĕнчи укçа-тенке явăçтарас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине аса илтернĕ.

Ларура çавăн пекех «Газпром» АУО пулăшнипе Атăл леш енне газификацилессине, çак территорие туризм, санаторипе курорт комплексĕн шайĕнче аталантарассине сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев федерацин Чăваш Ен урлă иртекен çулĕсене, çавăн пекех Лапсар патĕнчи çул развязкине тума пысăк укçа уйăрасси çинчен каланă. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсене хăйсен бизнесне йĕркелеме 300-шер пин тенкĕ илмелли сертификатсем панă. Вĕсен бизнес-планĕсем конкурсра çĕнтернĕ.

Н.СЕМЕНОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter