Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕсен Правленийĕн Канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕсен  Правленийĕн Канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче ĕç тăвакан тата хăй тытăмлăх влаçĕсен тĕллевĕсем пĕр пек - халăхсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, тесе пĕлтернĕ. Районсенчи поселени пуçлăхĕсене вырăнти çĕрсемпе эффективлăрах ĕçлеме сĕнсе хăварнă. «Çĕршĕн тата çавăн пекех арендăшăн тӳлекен налуксем пĕтĕмпех 100% таран вырăнти бюджета юлаççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. Канашлура республика Пуçлăхĕ  районсемпе хула ертӳçисене федерацин тĕрĕслесе тата асăрхаса тăракан службисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕннĕ.  Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăра çак ĕçĕ кирлĕ пек йĕркеленĕ, анчах та хăш-пĕр ыйтусемпе кăлтăксемсĕр çук мар паллах. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Чăваш Енри УФАС ĕçченĕсемпе килĕшӳ çукккине палăртнă. «Эпир вĕсемпе килĕшсе ĕçлессишĕн тăрăшатпăр, анчах та вĕсем пире ăнланасшăн мар», - тенĕ. Патшалăх, муниципалитет пурлăхĕ çинче шутланакан ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсен çаврăнăшĕпе саккунсене пăхăнса ĕçленин ыйтăвĕсемпе, ялсенче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене ытларах аталантарассипе çыхăннă Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăларнă çу уйăхĕнчи указа епле пурнăçа кĕртсе пынипе, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш енре пурăнмалли çурт-йĕрсем хăпртма хушма мерăсем парса пулăшасси çинчен калакан указ çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ  Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Михаил Игнатьев нуммай ачаллă çемьесене çĕрсене çырма-çатраллă вырăнсенче парса тивĕçтернишĕн хăш-пĕр администрацисен пуçлăхĕсене асăрхаттарса хăварнă. Палăртнă вырăнсенче çурт-йĕр çавăрма меллĕ мар. Çавăнпа та палăртнă ыйтупа кирлĕ пек пĕлсе ĕçлеме хушнă.  Муниципалитет контракчĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă йывăрлăхсем çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков паллаштарнă. Канашлура ялсенче çĕнĕ урамсене çутăсемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Кун йркипе килĕшӳллĕн ялсенче ачасемпе çамрăксен спортне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хула администрацисен пуçлăхĕсене Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе хутшăнса уявсен ĕç плане палăртса, кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме хушса хăварнă. Пирĕн пурин те Чăваш Енре пурăнакансемшĕн вĕсен тăнăçлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемелле тенĕ.

 



29 октября 2012
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter