Элĕк районĕ: аш-какай, сĕт туса илесси ÿснĕ

Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче районти килти хуçалăхсем 1422,8 тонна аш-какай (пĕлтĕрхи 9 уйăхрипе танлаштарсан 131 процент), 15740,1 тонна сĕт (100,1 процент) туса илнĕ.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенче 8309 ĕне выльăх шутланнă. Пĕтĕмпе ял çыннисем 4476 ĕне, 577 сысна, 99900 сурăхпа качака тытаççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ял хуçалăх организацийĕсене, вак таварсен секторне тата социаллă сферăна патшалăх енчен пулăшать. Çакă вара халăха ĕçпе тивĕçтерме, ял çыннисен тупăшне ÿстерме, çемье бюджетне пысăклатма, пурнăç условийĕсене лайăхлатма паха майсем туса парать.

Çулталăк пуçланнăранпа районта пурăнакан 481 çын харпăр хăй хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредитпа усă курнă.



29 октября 2012
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter