Чăваш Республикин Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен канашлура актуаллă ыйтусене пăхса тухнă

Паян, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин çурт-йĕр министрĕ Владимир Громов калаçнă. Паянхи кун тĕлне 4638 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. (Вăл пĕтĕмĕшле шута илнĕ ветерансенчен 87,5% танлашать). Вĕсенчен 2012 çулта - 834 ветерана хваттерпе тивĕçтернĕ. Халлĕхе тата та 624 ватă черетре тăрать. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен 22,739 млн илме палăртса хунă. Çак палăртнă укçа тата 22 ветерана çур-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшать. Чăваш Республикине 2013 çулта проектпа федераци бюджетĕнчен тата та 789,867 млн. тенкĕ укçа уйăрма пăхса хăварнă. 2012 çулта республикăн адреслă программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен 535 çынна 64 нумай хваттерлĕ çуртсене куçарма палăртнă. Ыйтăва 5 çул хушшинче пĕтĕмпех татса пама йышăннă. Çакна май хăш-пĕр муниципалитет ертӳçисене вăхăта вăраха тăсмасăр палăртнă ĕçсене çийĕнчех татса пама кирлине асăрхаттарса хăварнă. Канашлура ТБО тăвассин ĕçне тимлĕн пăхса тухнă. Строительство ĕçне икĕ муниципалитет контракчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Пĕрне  «Торгово-строительная компания «Парнас» ООО,  тепĕр ĕçне «Воддорстрой» ООО пурнăçлать. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Евгений Юшин пĕлтернĕ тăрăх, «ТСК «Парнас» ООО палăртнă ĕç графикĕнчен нуммай юлса ĕçленине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев палăртнă строительство  организацийĕ çулталăк каялла  Кугеç поселокĕнче те ача садне тăвас ĕçре тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнине аса илсе хăварнă. Паян кун пек организацисенчен пăрăнма пĕлес пулать», - тенĕ. Республика Пуçлăхĕ организацин ĕçне тĕрĕслев туса ирттерме хушса хăварнă. «Лайăх пурнăçшăн - паха опыт» Пĕтĕм тĕнчери форума хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсемпе Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков паллаштарнă. Кăçал ăна Шупашкакрта чӳк уйăхĕн 7-9 кунĕсенче ирттерме палăртнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, форума 200 яхăн хутшăнас текенсем хăйсем çинчен çирĕплетнĕ. Вĕсен шутĕнчен Раççей Федерацийĕнчи 16 регионтан 70 яхăн хутшăнакана палăртнă. Канашлура  Чăваш Наци конгрессне 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсене те сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтăвах çирĕп пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



29 октября 2012
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter