Кашни ача сачĕпе шкула, больницăсене тата ытти социаллă учрежденисене ăшă вăхăтра çитĕ

Çуртсенче, хваттерсенче ăшă хăçан пулĕ-ши – çанталăк сивĕтсе пынăçемĕн çак ыйту организаци-учрежденисенче ĕçлекенсене те, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене те кăсăклантарать. Шупашкарта акă тунти кун ача сачĕсемпе шкулсенче батарейăсем вĕриленме тытăннă, ача çуратмалли çуртсемпе больницăна вара ăшă иртнĕ кĕçнерни кунах пынă. Хваттерсенче пурăнакансен кăшт чăтма тивĕ – вĕсем патне хăçан ăшă пама тытăнасси пĕтĕмпех çанталăкран килет. Вăрнар районĕнче те хутса ăшăтмалли тапхăра пуçлассипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер ялсенчи хăш-пĕр ача сачĕсене чи малтан ăшă янă, хыççăнах ку ĕçе поселокра та тытăнмалла. «Социаллă учрежденисене ăшă парас тĕлĕшпе нимĕнле кăлтăксем те çук. «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» общество ирĕк парса пынăçемĕн кашни ача сачĕпе шкула, больницăсене тата ытти социаллă учрежденисене ăшă вăхăтра çитĕ. Котельнăйсене те хĕле хатĕрлесе çитернĕ темелле. Больница котельнăйĕнче юлашки ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кунтан та çак эрнере ăшă кайма пуçлĕ», – ăнлантарчĕ вăл. Урамри сывлăш температури пилĕк кун хушши сакăр градусран сахалрах тăрсан вара нумай хваттерлĕ çуртсенчи батарейăсем те вĕриленме пуçлĕç.



03 октября 2012
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter