Республика чысне хÿтĕлĕç

Юлашки çулсенче Аçăмçырми шкулĕн çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем республикăра пуринчен маттуррисем те пултаруллисем пулнине хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе пĕрре мар çирĕплетрĕç. Ку команда çулсерен çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен республика слетĕнче район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлет. Вĕсем иртнĕ канмалли кунсенче республикăри 26 командăпа çивĕч ăмăртура тупăшнă. Аçăмçырмисен çамрăк инспекторĕсем – Анастасия Владимирова, Ксения Германова, Иван Николаев, Святослав Белов – хальхинче те çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. Пĕтĕмпе вара «Фонарики» ушкăн 8 диплома тивĕçнĕ: С.Белов, И.Николаев, К.Германова уйрăм ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсем пулнă, çавăн пекех команда икĕ конкурсра 1-мĕш, тепĕр иккĕшĕнче 3-мĕш вырăнсене тухнă. Çапла пĕтĕм конкурссен кăтартăвĕсемпе аçăмçырмисем – пĕрремĕшсем.

Çитес çул çуркунне «Фонарики» команда çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен Пĕтĕм Раççейри XXIII слетĕнче республика чысне хÿтĕлĕ. Вĕсене Раççей шайĕнче те пысăк пултарулăх, аван пĕлÿ кăтартма сунатпăр.



03 октября 2012
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter