Чăваш Енре юбилей датисене уявлассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусем тавра канашлу йĕркелесе ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Руслан Тихонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Канашлăва хутшăнакансем республикăра уява хатĕрленсе ирттерекен мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Тĕрлĕ промышленноç объекчĕсене реконструкци, модернизацилес ыйтусене тишкернĕ. Çав шутрах культура, вĕрентӳ, транспорт, ял хуçалăхĕ, энергетика ыйтăвĕсене те пăхса тухмасăр хăварман. Уявсене ирттерекен хатĕрленӳ комитечĕн ĕçне сӳтсе явнă. Малтанласа оргкомитета кĕрекенсен шутне официаллă майпа юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен çирĕплетме йышăнса хăварнă. Михаил Игнатьев Чăваш Ен ячĕпе  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене уявсене йĕркелесе ирттерме пулăшу кӳме ыйтнă. Республикăра ирттерме палăртнă икĕ уявĕ те Раççей Президенчĕн Указĕнче ахальтен мар пулнине палăртнă, çавăнпа та ку ĕçсене кирлĕ пек яваплăха туйса пурнăçламаллине каланă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ  министăрсене, Шупашкар хулин ертӳçине  рекнострукци е ремонт  тума палăса хунă объектсен шутне тата уяв мероприятисен малтанласа пăхса хунă планне тăратма ыйтнă.



03 октября 2012
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter