Калининăри вăтам шкулти кадет класĕ - пĕрремĕш!

Калининăри вăтам шкулти кадет класĕ Чăваш енри черетлĕ конкурсра çĕнтерсе Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿçĕсен маршне» хутшăнма тивĕçнĕ. Мускаври конкурсчен тăхăр кун кăна юлать. Çавăнпа та çамрăксем халĕ кунсерен çар искусствин хăш-пĕр тĕсĕпе ăс-тăнне, хусканăвĕсене çирĕплетеççĕ. Республикăра ял ачисем тăватă çул харăс çĕнтерĕве алăран ямарĕç. Хальхинче Улатăр хулинче иртнĕ «Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр» конкурсра вĕсем уйрăмах паларнă. Яланхиллех вĕсем строй мелĕсене кăтартассипе, строй юррине юрлассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, «Раççей çарĕн мухтавĕ!» конкурс ыйтăвĕсене хуравлассипе, çĕртен алă вăйĕпе çĕкленессипе тата бал ташшипе тупăшнă. Виçĕ номинацире пĕрремĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле зачетпа та – пĕрремĕш! Ку хутĕнче те команда çитĕнĕвне Дина Павлова командир сумлă тÿпе хывнă. Конкурса кайма пулăшнăшăн, çĕнтерме хавхалану кÿнĕшĕн Калининăри 10-мĕш «к» класра вĕренекенсем Калинино райпоне (В.Э.Николаева), «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО-не (Н.В.Аливанов), Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир Свешникова, депутатсен районти Пухăвĕн депутатне Евгений Захарова тав тăваççĕ.



03 октября 2012
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter