Елчĕк районĕ: выльăх шутне ỹстереççĕ

Хуçалăхсенчи фермăсенче хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен ушкăн авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Рассвет", "Кушкă", "Марс" ЯХПКсенче, "Победа", "Энтепе", "Арланово" ОООсенче пулчĕ. Кашни хуçалăх хĕле хатĕрленсе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. "Рассвет" хуçалăхри фермăсенче пулнă май кунта йĕркелĕх хуçаланни тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Сăвакан ĕнесене, пăрусене тата вăкăрсене тытакан виçĕ витене те хĕле тивĕçлипе хатĕрленĕ: шуратнă, дезинфекци тунă, ытти юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Паянхи кун кунта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 477 пуçпа (иртнĕ çул 458 пуç) танлашать, çав шутран 145 пуç сăвакан ĕне. Ферма çумĕнчех симĕс курăк çитĕнтернине те ырăпа палăртрĕç комисси членĕсем. Çавна май хуçалăхри выльăхсене куллен рапс тата кукуруза вырса çитереççĕ. Симĕс курăк сĕт тухăçлăхĕпе пахалăхне те ỹстерет. Паянхи кун "Рассветсем" куллен пĕр ĕнерен 18 килограмм сĕт суса илеççĕ. "Победа" ООО кăçал мăйракаллă шултра выльăхсене 57, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне 10 пуç ỹстерме пултарнă. Ĕçченсем хăйсен кулленхи тивĕçне пĕлнĕрен ĕç кал-кал та вăхăтлă пырать. Кашни кун пĕр ĕнерен 19 килограма яхăн сĕт сăваççĕ хуçалăхра, кулленхи сăвăм иртнĕ çулхинчен 2,2 килограмм ỹснĕ. "Марс" хуçалăх та ĕнесен хисепне 138 пуç таран ỹстерме пултарнă. Сăвăм кунта пĕлтĕрхинчен 1,3 килограмм таран ỹснĕ. Комисси членĕсем çитнĕ вăхăтра "Энтепе" ОООра ĕç вĕресе тăратчĕ. Кунта юхăннă витене тĕпрен юсас ĕçе çывăх кунсенче вĕçлеме палăртнă. Пурнăçламалли ĕçсенчен витерен тислĕке илсе тухмалли транспортера хута ярасси анчах юлнă. Работниксем ĕçшĕн хыпса çуннине, палăртнă тĕллевсене хăвăрт пурнăçа кĕртме ăнтăлнине комисси членĕсем тỹрех асăрхарĕç. Паянхи кун "Прогресс" АХОран тата Комсомольски районĕнчи хуçалăхран пурĕ 56 пуç пĕтĕ пушмак пăрусем туяннă. Вĕсен ытларах пайĕ çулталăк вĕçĕнче пăруламалла. Сăвăнакан ĕнесен шутне малашне 100 пуçа çитерес ĕмĕтпе пурăнаççĕ хуçалăхра. "Кушкă" ЯХПКра хĕле хатĕрленсе сахал мар ĕç пурнăçланă. Тĕрĕслев ушкăнĕ хуçалăхри ырă енсене, çав вăхăтрах çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ. Паянхи кун тĕлне кунта витесене дезинфекци тунă, выльăхсене кăкармалли сăнчăрсене çĕнетнĕ, тислĕке витерен илсе тухакан транспортера юсанă, икĕ тамбур çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра вите алăкĕсене юсассипе тимлеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шутне пĕлтĕрхинчен 4 пуç таран ỹстерме пултарнă. "Арланово" хуçалăхра куллен пĕр ĕнерен сĕт суса илесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,3 килограмм ỹснĕ. Кунта сăвăнакан ĕнесене çывăх вăхăтра "Энтепе" ОООри ĕнесемпе пĕрлештерес кăмăллă. Тĕрĕсленĕ кашни хуçалăхрах выльăхсене хĕл каçарма апата çителĕклĕ таран хатĕрленĕ.


03 октября 2012
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter