Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013-мĕш çул тата планпа пăхса хăварнă 2014-2015 çулсенчи республика бюджечĕн проектне ырланă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр анлă ларăвне ирттернĕ. 2013-мĕш çулхи Чăваш Республикин бюджечĕ тата планпа пăхса хварнă 2014-2015 çулсен Чăваш Республикин саккун проектне пăхса тухса килĕшнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин республика бюджечĕ тата çитес виçĕ çулхи тапхăрĕн саккун проекчĕ, республикăн социаллă экономика аталанăвĕн лайăх тенденци витĕмне тĕпе хурса йĕркеленине палăртса хăварнă. Калăпăр, промышленноç производствин индексĕ 2012 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен - 114,9% танлашнă. Раççейре 2011çулăн çак тапхăрти кăтартăвĕ – 103,1%. Палăртнă кăтартăва илес пулсан, Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăнать. Строительство ĕçĕсене 2012 çулхи 8 уйăх хушшинче 17,2 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă, вăл - 105,7% танлашать. Кăçалхи  8 уйăх хушшинче кашни çын пуçне уйăхне вăтамран лекекен тупăш, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Ĕçшĕн тӳлесси кашни уйăхра вăтамран шутласа палăртнă ĕç укçи те, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нуммайрах. Палăртнă бюджет проекчĕ социаллă витĕмлĕ, çулсерен вăйланса пыни те куç кĕретех. Михаил Игнатьев республикăн бюджет проектне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн  тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн çырăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленине палăртнă. 2013-мĕш çулăн Чăваш Республикинчи  обязательнăй медицина страхованийĕн Территорисен фончĕн бюджечĕ çинчен калакан Чăваш Республикин саккунĕн проекчĕпе те килĕшнĕ. Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсене халăхсене паракан пулăшусем çинчен час-часах пĕлтерсе тăмалли çинчен асăрхаттарса хăварнă.  Чăваш Республикинче патшалăх учрежденийĕсенче тимлекенсен ĕç укçин шайне ӳстересси çинчен калакан йышăнупа Чăваш Ен Правительствин членĕсем  килĕшнĕ. Михаил Игнатьев çак ыйтупа ĕçлекен министерствăсене çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă. Ларура тавралăха тирпей-илем кӳрессипе çыхăннă çулсерен ирттерекен конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Çĕнĕлĕхсем кĕртме майсем тупмаллине палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



03 октября 2012
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter