Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Суя эрехе вăрттăн майпа сутассине чарса лартасси - пирĕн тĕллевсенчен пĕри»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерессипе Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Калаçу ытларах алкоголь продукцине вăрттăн майпа сутассине тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи йĕркесĕрлĕхе пĕтерессипе çыхăннă ыйтусем тавра пынă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче палăртнă ыйтусем чăннипех те актуаллă пулнине палăртнă. Вĕсене вăхăтра кирлĕ пек татса парас тесен, пурин те пĕрле хар тăрса ĕçлеме кирлине палăртнă. Çынсен право йĕркине хӳтĕлекен оргăнсен, тĕрлĕ шайри влаç органĕсен тата граждансен обществисен пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине каланă. Хамăр тăрăхра туса кăларакан пахалăхлă эрехпе республикăри пĕтĕм потребительсене тивĕçтерме пулать, анчах та пур лавккасенче те ăна сутмаççĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков 2012 çулта 9 уйăх хушшинче тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн, 330л усал хаяр шĕвеке тата 5750 эрех кĕленчине пăрахăçланине пĕлтернĕ. Виçĕ организацине лицензи пама хирĕçленĕ. «Паллах, ĕç-пуç ытти çулхисемпе танлаштарсан лайăхланнă пек туйăнать, анчах та вăрттăн эрехсене сутакансен шучĕ питех лăплантармасть. Вĕсене чарса лартассси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Пирĕн сирĕнпе пĕрле йĕркесĕрлĕхе вăхăтра сирсе ямалла» - тенĕ. Калăпăр, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 582 тĕслĕ эрехе тĕрĕсленĕ, всенчен 32-шĕ патшалăхăн стандарчĕпе килĕшсе тăман. Хаяр шĕвеке ĕçсе  1165 çын наркăмăшланнă, 143 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Йĕркесене тĕрĕслесе тăракан ятарлă министерствăсене республикăра алкоголь таварĕпе тивĕçтерекен организацисен хăйсен лицензисене тепĕр хут таварсене пахалăх енчен çирĕплетнине палăртма, хăйсен ирĕкĕпе тĕрĕслеттерме канаш панă. Канашлури тепĕр çивĕч ыйтăва сӳтсе явнă май, ЖКХ тытăмĕнче тĕрлĕ право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, йĕркене кирлĕ пек туса çитернине палăртнă Михаил Игнатьев. «Ыйтусемпе судсене те тухма тивнĕ. Паян хăш-пĕр организацисен ертӳçисем тĕрĕслĕхпе килĕшсе хăйсен тытăмĕнче йĕркене пăхăнса ĕçлеме пуçланă, çав вăхăтрах хăш-пĕр чее учредительсем пур-пĕрех çынсене улталама чарăнман-ха», -  палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Канашлури тепĕр ыйту – энергоресурсемпе усă курнăшăн, парăмсене вăхăтра парса татасси. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ  Иван Никитин пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти «УК «Новэк» ООО, Çĕмĕрле хулинчи  «ЖКХ» ООО тата  «СЕЗ» ООО, Комсомольски районĕнчи «ЖКХ» ООО, Патăрьел районĕнчи «Уют» УК ООО, Шупашкар хулинчи 12 организацире : «Пик-1» ООО, «УК «Жилищник» ООО, «Лада» ООО, «Вертикаль» ООО, «Мирный-1» ООО, «Эткер» ОАО, «Чапаевец» ОАО, «Атал» ОАО, «УК «Капремстрой» ООО, «Коммунальщик» ООО, «Заволжье» ООО, «БТНП г.Чебоксары» ООО йĕркесĕрлĕхе пăснисене тупса палăртнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре ЖКХ тытăмĕнче тарифсене утă уйăхĕнче ӳстернипе илсен те, ПФО регионсем хушшинче чи пĕчĕккисенчен пĕри шутланса тăнине тата сахал тупăшлă çемьесене субсиди парса тивĕçтересси те туллин пурнăçланса пынине палăртнă.

 



30 октября 2012
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter