Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе кăçал 20 çул çитрĕ

Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе кăçал 20 çул çитрĕ. Çав ятпа чăваш хастарĕсем Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче конгресс ларăвне ирттерчĕç. Лару ĕçне Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, çавăн пекех Эстонирен килсе çитнĕ йăхташсем хутшăннă. Влаç тытăмĕн представителĕсенчен çаксем: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ С.Петрова.

Наци аталанăвĕпе çыхăннă нумай ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн, организациллĕ ыйтусем те пăхса тухнă. Конгресăн вице-президенчĕсем пулма В.Ориновпа В.Клементьева çирĕплетнĕ.

Çав кунах республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççейри тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. (Вăрмар районĕ)



30 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter