Кун йĕркинче - çивĕч ыйтусем

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни, граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарни çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - паянхи кун тĕлне 4638 ветеран /шута илнĕ ветерансен пĕтĕмĕшле йышĕнчен 87,5 процент/ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, çав шутра 2012 çулта - 834 ветеран. Кăçал тата 26 ветерана пĕр хут укçа тÿлевĕ илмелли свидетельствăсемпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре 624 ветеран тăрать. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен 22,739 млн тенкĕ килмелле. Çак укçапа 22 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Федерацин 2013 çул валли пăхнă бюджечĕн проекчĕпе Чăваш Республикине çак тĕллевпе тата 789,867 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

2012 çулта республикăн «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарасси» адреслă программипе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 64 çуртран 535 гражданина /198 çемьене/ пурăнмалли хăтлă çурт-йĕре куçарма палăртнă.

«5 çулта пирĕн тахçанах çивĕчленсе çитнĕ ыйтăва татса памалла - 4 пин çемьене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçармалла. Çакăн валли 6 млрд тенкĕ кирлĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсене хăйсен тивĕçĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама, программăна вăхăтра пурнăçламашкăн строительство организацийĕсем суйласа илмелли аукционсем ирттерме чĕнсе каланă.

Канашлура çавăн пекех «Йăлари хытă йышши каяшсене тирпейлесси» объекта тата «Хĕвел айлăмĕ» территорире инженерипе коммуналлă инфратытăма тăвас ĕç мĕнле пынине сÿтсе явнă. Йăлари хытă йышши каяшсен полигонне муниципалитетăн икĕ контрактне тĕпе хурса тăваççĕ. Вĕсенчен пĕрне - «Парнас» суту-илÿпе строительство компанийĕ» ОООпа, теприне «Воддорстрой» ОООпа хатĕрленĕ. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин каланă тăрăх - «Парнас» суту-илÿпе строительство компанийĕ» ООО строительство ĕçĕсене вăхăтра туса пымасть.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх опыт - чи лайăх пурнăç валли» форум иртет. Çак мероприятие мĕнле хатĕрленни çинчен ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков каласа панă. Çулленхи форума Пĕтĕм Раççейри пахалăх организацийĕ ирттерет. Форум вăхăтĕнче чÿкĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкарти «Çеçпĕл» АХОра «20 çăра уççи», «Лайăххи патне ăнтăл! Тойота пек ертсе пыр!» программăна тĕпе хурса производство тытăмĕ йĕркелес тĕлĕшпе мастер-классем иртеççĕ. Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче ЧР халăх промыслисен, иртнĕ çулсенче пахалăх енĕпе республика конкурсĕсен çĕнтерÿçисен, куравне йĕркелĕç. Министр пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне 200-ĕн, çав шутра РФ 16 регионĕнчен 70-ĕн хутшăнма кăмăл тунă.

Канашлура юпа уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш Ен тĕп хулинче Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă юбилей мероприятийĕсем еплерех иртнине сÿтсе явнă.

В.ВАСИЛЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter