Тупайăпăр-ши пуласлăх никĕсне?

Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ĕмĕте шанса пуçтарăнчĕç чăвашсем 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйсен Аслă пухăвне. Икĕ кун ĕçлерĕ Чăваш наци конгресĕ. Малтанхи пухусем уйрăмах хĕрÿ те хавхалануллă иртрĕç. Тăван халăха ĕмĕр-ĕмĕр хумхантарнă ыйтусене хускатакан çеç мар, татса пама пултаракан тытăм вырăнĕнчеччĕ ун чухне ЧНК. Унтанпа 20 çул иртрĕ. Конгресăн паянхи ĕмĕт-тĕллевĕ те ун чухнехи пекех - наци аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне, культурăпа чĕлхе малашлăхне, наци пĕрлĕхне палăртасси тата çирĕплетесси, «тĕп» чăвашсемпе /ЧР пурăнакансемпе/ тулашри йăхташсен çыхăнăвне çĕнелле йĕркелесси. Мĕнлерех пурнăçланса пыраççĕ-ха вĕсем? Шăпах çакăн пирки пычĕ те калаçу шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче. Унта Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ.

Лару ĕçне Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, çавăн пекех Эстонирен килсе çитнĕ йăхташсем хутшăнчĕç. Влаç тытăмĕн представителĕсенчен çаксем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе халăхăн хисеплĕ çыннисем, ЧНК Ваттисен канашĕн хастарĕсем Никифор Наумов мăчавăр тата СССР халăх артистки Вера Кузьмина ларăва ăнăçлă ĕçлеме сунчĕç.

- Юратнă тăвансем, хăнасем! Чăвашлăха упракан паттăрсем! Эпир, тĕнчери чăвашсем, паян ЧНК 20 çул тултарние паллă тума пухăнтăмăр. Эй, Турă, чăваш тĕнчине упракан Турă, эсĕ пире хăвăн хăватна парса тăратăн, çынсене, ачасене чăвашла пуплеме хистетĕн. Кÿршĕ халăхĕсемпе кăмăллă пурăнма сунатăн.

Эй, Çÿлти Турă, пурнăç малалла та ăнса пытăр, вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчере чăвашсем пĕр май вăйланса пыччăр. Çапла пултăр! - терĕ Никифор Егорович.

Вера Кузьминична вара халăхăмăра хăватлă çĕр-аннемĕр вăй парса, çутă хĕвел ăшăтса тăрасса шаннине палăртрĕ.

Çĕнĕ йăла кăлармасăр, мĕн пуррине пăсмасăр юлашки тапхăрта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă чаплă ентешĕмĕрсене хисеп туса пĕр самант шăп тăнă хыççăн лару ĕçе пикенчĕ.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн президенчĕ Геннадий Архипов доклад турĕ. Пысăках мар статьяра вăл хускатнă ыйтусене çырса кăтартма май çук. Тĕп самантсенчен çаксене палăртнă пулăттăм. Геннадий Николаевич Наци радиовĕ ĕçлеме пуçланине ырларĕ. Унта ЧНК хастарĕсем тĕрлĕ кăларăм хатĕрлеççĕ. Çулталăк каялла сенкер экран çине тухнă наци телекуравĕ вара, докладчик шухăшĕпе, çитменлĕхсемсĕр мар-ха. Вĕсен ĕçченĕсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхепе калаçма пултараймасть.

Чăвашлăх ĕçĕнче шкул пĕлтерĕшĕ пысăккине шута хурса ЧНК çумĕнче Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацине йĕркеленĕ. Унашкал пĕрлĕх Шупашкарти ача сачĕсен воспитателĕсен те пур.

Халăхăн тĕп уявне - Акатуя - ирттерессине йĕркелесе ярасси пирки те чарăнса тăчĕ Архипов. «Пирĕн сĕнÿ паллă, - терĕ вăл. - Çĕртмен 23-мĕшĕнче, тăван халăхăмăрăн тĕп уявĕ умĕн, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале ирттересчĕ, тепĕр кунне вара - Республика кунĕнче - Акатуй хуçалантăр хулара».

ЧНК хăй мĕн пултарнине тума тăрăшать. Акă чăваш кĕрешĕвне чĕртсе янă. Халĕ чăваш уявĕ унсăр иртмест. Ал ăстисен пĕрлешĕвĕ те пуçарулăх кăтартать. Конгресс хастарĕсем Вячеслав Оринов, Алексей Иванов, Николай Сахаров, Владимир Карсаков тăван чĕлхепе илемлĕ фильмсем ÿкереççĕ. ЧНК вице-президенчĕ, «Тус» фирма ертÿçи Николай Угаслов тăрăшнипе Çĕрпÿ районĕнче тата Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çĕнĕ чиркÿсем çĕкленнĕ. Вăл тунă паллăрах ытти ĕç хушшинче - Николай Полоруссов-Шелепин, Петр Дементьевăн, Иван Яковлевăн Тутарстанра тата Чĕмпĕр хулинче çĕкленĕ палăкĕсем. Халĕ тепĕр пысăк ĕç - Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне Геннадий Волков академика сума суса унăн тăван ялĕнче тата Шупашкарта палăксем лартасси.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов конгресс хастарĕсене паллă пулăмпа саламланă май унăн малтанхи тапхăрĕнче уйрăмах палăрнă ентешсене Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Вĕсем - Атнер Хусанкай, Виталий Никитин /Станьял/, Олег Мустаев /Чĕмпĕр/, Геннадий Яковлев /Хусан/. ЧНКан пĕрремĕш тата хальхи президенчĕ Атнер Хусанкай хăйĕн сăмахĕнче чăваш тĕнчи пуррине, ăна туйса тăнине пĕлтерчĕ. Атнер Петрович çав вăхăтрах паянхи хастарсен ĕçĕ пĕр енлĕ - чăвашлăх ыйтăвĕ тавра çеç - йĕркеленсе пынине палăртрĕ. «Çав вăхăтрах тĕнчери халăхсемпе, Атăлпа Урал хушшинчи кÿршĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле, - терĕ вăл. - Хăй вăхăтĕнче - 1993 çулта - ЧНК Тĕнчене тухайман халăхсемпе нацисен организацине кĕчĕ, халĕ çав хутшăнусем татăлнă».

Атнер Петрович Çеçпĕл Мишшин «Пуласси» сăввинчи çак йĕркене илсе кăтартрĕ: «Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ...» «Пирĕн пуласси çав виçĕ ăнлав çинче никĕсленмелле. Вĕсене тытса пырсан, чăваш ăс-хакăлĕнче чăваш тĕнче курăмне палăртма пултарсан халăх та, Чăваш наци конгресĕ те чĕрĕ пулĕç», - терĕ.

ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - диаспорăри 300 шкулта тăван чĕлхене вĕрентеççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама пулăшас тĕллевпе учебниксем, хушма пособисем пичетлеççĕ. Кăçал ун валли 30 млн тенкĕ уйăрнă. «Ачасене шкулта чăвашла вĕрентетпĕр-ха, килте вара çакна малалла тăсмасан, ашшĕ-амăшĕ пепкисемпе вырăсла çеç пуплесен пирĕн ĕç харама каять», - терĕ Светлана Владимировна.

Республика тулашĕнчи йăхташсем те сцена çине хăпарчĕç, хăйсем çак тапхăрта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Хальхи вăхăтра диаспорăри чăвашсене 90 пĕрлĕх, общество, центр çыхăнтарса тăраççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Пĕрисемшĕн çулталăкне пĕр-икĕ концерт кăтартни, виç-тăват хут тĕл пулса калаçни те пысăк ĕç шутланать-мĕн. Теприсем, сăмахран, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕсем, хастарлăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрса тăраççĕ.

42 çул каялла тăван Муркаш районĕнчен инçетри Эстонири Нарва хулине тухса кайнă Лидия Григорьева унти чăвашсен культура центрне ертсе пырать. Нарвăра пурĕ те 103 чăваш çеç, вĕсенчен çурри общество йĕркелекен мероприятисене хутшăнать. Пĕчĕк йышпа та пысăк ĕçсем йĕркелеме вăй çитереççĕ. Çулла чăваш тумĕн уявне ирттернĕ, вырсарни шкулĕнче ачисемпе мăнукĕсене тăван чĕлхене вĕрентеççĕ, халăх йăли-йĕркипе, культурипе паллаштараççĕ. «Наци радионе итлесе чунпа канатпăр», - терĕ юлашкинчен Лидия Григорьевна.

Федор Карягин /Чăваш Ен/ хăй вăхăтĕнче чăваш ялĕсен ячĕсене вырăсла киревсĕр, хитре мар сăмахсемпе куçарнине пула республикăра унашкал тĕслĕх чылай пуçтарăннине асăнчĕ. «Халăха сума сăвар, Чăваш Ен картти çинчен вĕсене кăларар та чăннисемпе улăштарар», - терĕ.

Тухса калаçакансем татах пулчĕç. Чăвашсем пурăнакан хутлăхсенче этнопедагогикăна «симĕс» çул пама Константин Портнов, Чăваш Республики çумне Атăлçи Пăлхар хушма ят кĕртме тата Пăлхар патшалăхĕн историне тарăн тишкерме Владимир Булгарский сĕнчĕç.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ пулма Вячеслав Ориновпа Валерий Клементьева çирĕплетрĕç.

Лару хыççăн сцена çинче театрализациленĕ «Хĕр сăри» уяв иртрĕ. Чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратаканĕсем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка-педагогика факультечĕн вĕренекенĕсем. Ертÿçи - Зинаида Козлова. Çавăн пекех Зинаида Воронова ал ĕç ăстин, «Паха тĕрĕ» фабрикăн чăваш халăх тумĕн кăтартăвĕ те, иккĕленÿ çук, пурне те килĕшрĕ. Пирĕн капăр тумпа паллашнă хыççăн никам та чăваш мĕскĕн, чăваш нишлĕ пулнă тесе калаймĕ.

Çав кунах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă, чăвашлăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисем панă.

  Надежда СМИРНОВА.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter