Çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе

Иртнĕ эрне кун Наци библиотекине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем республикăн патшалăх влаçĕн, культура учрежденийĕсен органĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕç. «Çавра сĕтел» теми - диаспорăри культура обществисем Чăваш Ен патшалăх влаç тытăмĕпе культура, вĕренÿ тата спорт тĕлĕшĕпе çыхăну тытса ĕçлесси, умри çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса парасси.

Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов хутшăнчĕç.

Вадим Ефимов регионсенче, çавăн пекех чикĕ леш енче те чăваш наци юхăмĕ вăй илсе пынине палăртрĕ. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта чăваш культура пĕрлĕхĕсен шучĕ 71-тен 90 çитнĕ. «Çак пулăм, - терĕ министр, - йăхташсем хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланнипе, вĕсене упраса хăварассипе çыхăннă».

«Çавра сĕтелте» чылайăн калаçрĕç. Кашниех хăй тĕпленсе пурăнакан хутлăхри чăвашлăх ĕçĕпе паллаштарма тăрăшрĕ. Савăнмалли те, шухăша яраканни те, тарăхтараканни те пур унта.

Чи малтанах Пушкăртстанри чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов сăмах илчĕ. Юрий Павлович шухăшĕпе - общество ĕçне лайăхлатма кăçал ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕпхÿре пулни, унта икĕ республика шайĕпе килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ туни самай пулăшнă. Палăртса хăвармалла: кăçал Пушкăртстанра Чăваш Республикин Культура кунĕсем иртрĕç. Юлашки вăтăр çулта пулманччĕ-ха вĕсем. «Çакăн хыççăн пăр тапранчĕ, - терĕ Юрий Павлович. - Ĕпхÿре «Салам» фестиваль йĕркелерĕмĕр. Унта 40 коллектив таран йышăнма пултартăмăр. Республикăри чăвашсен 11 фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ регионта йĕркеленĕ фестивальсене хутшăнчĕ».

Тюмень облаçĕнчи «Тăван» ассоциаци председателĕ Анатолий Архипов çулталăк пуçламăшĕнче «Çĕпĕрпе Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чăвашсен культурине упраса хăварассин çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх практика конференцийĕ пирки аса илчĕ. Ăна Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Çав вăхăтра Чăваш патшалăх академи симфони капелли пысăк йышпа Тюмень облаçĕнче гастрольте пулнă. Унăн пултарулăхĕпе чăвашсем, ытти халăх çыннисем те паллашнă, чăваш профессионал искусствине пысăк хак панă.

Чĕмпĕр хутлăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев вĕренÿ ĕçĕнче чăваш учебникĕсем, методика хатĕрĕсемпе пособисем çитменнине асăнчĕ. Çакăн пирки ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова çапла пĕлтерчĕ: «2007 çултан пуçласа Чĕмпĕрсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене пулăшма кăларнă пĕр кĕнеке те туянман. Ун пирки çулленех çырса пĕлтеретпĕр пулсан та».

Питĕр чăвашĕсем кăçал чылай пысăк ĕç тунă. Вĕсенчен пĕри хулари Пискарево асăну комплексĕнче Ленинграда нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе пуç хунă 5 пин ытла ентеш ячĕпе /вĕсенчен 300-шĕ асăннă масарта выртать/ Асăну плити уçнă. Çитес çулхи тепĕр пысăк мероприяти - паллă ентеш Никита Бичурин ăсчах-синолог çуралнăранпа 235 çул çитнине сумлă паллă тăвасси.

Константин Яковлев /Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕ/ шухăшĕпе - чăвашлăх енĕпе тĕллевлĕ ĕçлемелле.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов общество майĕпе ĕçлекен организацин тем тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивни пирки пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра мĕн тивĕçтермест ăна? Наци телекуравĕнче вырăсла кăларăмсем ытларах пулни, чăваш специалисчĕсем çителĕксĕр ĕçлени* ЧНКна тытса тăма патшалăх пулăшманни* Акатуя патшалăх шайĕпе ирттерменни* влаç тытăмĕнче тăван чĕлхепе калаçманни тата ытти те.

  Надежда СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter