Чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансем – ачасен куçĕпе

Республикăри «Экоразведка» экологи программипе килĕшÿллĕн районти ачасемпе çамрăксен центрĕ шкул çулне çитейменнисемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсен «Хĕрлĕ кĕнеке ачасен куçĕпе» пултарулăх конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта Элĕкри, Чăваш Сурăмĕнчи, Питĕшкассинчи, Юнтапари, Вутланти пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Районти конкурса хутшăнма ачасем Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансене сыхланине сăнлакан 35 ытла открытка тăратнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Чăваш Сурăм шкулĕнчи 2 класра вĕренекен Илья Орловпа Дмитрий Васильев тата Элĕк шкулĕнчи 2 «в» класри Артемий Власов йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта – Элĕк шкулĕнчи 4 «б» класри Стефания Харитонова, Чăваш Сурăм шкулĕнчи 3 класри Максим Данилов тата Йăлкăш шкулĕнчи 4 класри Ангелина Федотова.



31 октября 2012
13:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter