Тăвай районĕ: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ

Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лидия Петровна чăвашсен паллă драматургĕ тата композиторĕ Ф.П.Павлов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа 6 – мĕш классемпе Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» хайлавĕ тăрăх урок ирттерчĕ. Ирина Геннадьевна вара хăйĕн урокне Н.Янкасăн «Чапаев вилĕмĕ» сăвви тăрăх йĕркелерĕ. Ăна вăл Раççей историн çулталăкне халалларĕ.

Морякова Л.П. тата Кондратьева И.Г. ирттернĕ уçă уроксем пуриншĕн те паха та усăллă пулчĕç. Ĕçтешсем вĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕç, малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Ларура çавăн пекех чăваш чĕлхипе литературиа методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Г.П.Васильева кейс- технологийĕпе паллаштарчĕ, ытти çĕнĕлĕхсем çинчен те каласа пачĕ.

Çитес ларăва Чутей шкулĕнче ирттерме палăртнă.



31 октября 2012
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter