Муркаш районĕ: савăнăçлă пуху – чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă пуху иртет. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнать. Унăн шутĕнче малта пыракан механизаторсем, уй-хир ĕçченĕсем, машинăпа ĕне сăвакан операторсем, ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракан ытти пултаруллă ĕçченсем.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă уява районта ноябрĕн 15-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче ирттерме палăртнă.

Нумаях пулмасть Муркашра ял хуçалăх продукцийĕ сутассипе ярмăрккă ирттернĕччĕ. Унăн программи анлă та интереслĕ пулчĕ. Унпа продукци сутакан ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм хуçалăхсем кăна мар, ял çыннисем те кăмăллă юлчĕç. Çак уява ун чухне шкулсем те, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен предприятийĕсем те, Муркаш «Кулибинĕсем» те, художество пултарулăх коллективĕсем те активлă хутшăнчĕç.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче вара савăнăçлă пухура çĕр ĕçченĕсем районăн кăçалхи 10 уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетĕç, комбайнерсен, механизаторсен, водительсен, уй-хир бригадисен районти конкурсĕсенче мала тухнисене, ĕç паттăрĕсене чыслĕç. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура дипломсемпе парнесем парĕç.

Уява ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене те чĕнеççĕ. Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн паянхи ÿсĕмĕсенче вĕсен тÿпи те пĕчĕк мар вĕт-ха. Савăнăçлă пуху пуçланиччен çĕнĕ технологи мелĕсене пурнăçа активлă кĕртсе пыракан предприятисене çитсе курма палăртаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене халалланă савăнăçлă пуху чăваш эстрада çăлтăрĕсен тата районти художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленĕ.



31 октября 2012
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter